Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш театрӗн 100-мӗш сезонӗ

Сентябрӗн 28-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хăйӗн юбилейлă, 100-мӗш сезонне уçнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. «Вӗри юнлӑ çемçе чун» спектакльпе уçăлнă вăл хальхинче. «Театра килекенсене çак ятпа хаваслӑ сӑнарсем урамранах кӗтсе илчӗç. Юбилейлӑ сезона Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килсе çитрӗ. Спектакль умӗн вӑл театрӑн...

Сентябрӗн 28-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хăйӗн юбилейлă, 100-мӗш сезонне уçнине хыпарлать чăваш халăх сайчӗ. «Вӗри юнлӑ çемçе чун» спектакльпе уçăлнă вăл хальхинче. «Театра килекенсене çак ятпа хаваслӑ сӑнарсем урамранах кӗтсе илчӗç. Юбилейлӑ сезона Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килсе çитрӗ. Спектакль умӗн вӑл театрӑн артисчӗсене хисеплӗ ят панине ӗнентерекен паллӑсене пачӗ. Аса илтерер, Сергей Иванова маларахах Чӑваш халӑх артисчӗ ята пама йышӑннӑччӗ, Аркадий Андреева - Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ», - хыпарлать сайт.

Аса илтеретпӗр, чăваш театрӗ пуçласа Хусанта йӗркеленнӗ. Кунтах А.Н. Островский пьеси тӑрӑх лартнă «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» спектакльпе хăйӗн летопиçне пуçланă.

Сăмах май, ЧР Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейлӑ сезонне халалласа массӑллӑ информаци хатӗрӗсен хушшинче конкурс та йӗркеленӗ. Çапла майпа театр çинчен чи лайăх çутатнă статья-репортажа палăртӗç. Шухăшӗ питӗ лайăх, вырăнлă, анчах чăвашсен яланхи пекех хальхинче те пичкери пӗр кашăк тикӗтӗ пăсать. Çак конкурса Чăваш Енри массăллă хыпар хатӗрӗсем кăна хутшăнма пултараççӗ иккен. Тӗлӗнмелле, ку вăл интернет анлăн аталаннă вăхăтра? Эппин, чăваш театрӗ те тӗнчери мӗнпур чăваш мăнаçланмалли искусство мар, пӗр Чăваш Енӗн кăна пулса тухать. Хăçан анлăрах шухăшлама вӗренӗç-ши чăваш чиновникӗсем?! Мӗнех калăн, шел, питӗ шел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев