Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш валли крематори

Кама мӗнле пуль те, маншăн «крематори» çӳç-пуçа вирелле тăратакан сăмах. Православи тӗнӗпе пурăннăран-ши, пурнăçран уйрăлнă хамăн чи çывăх çыннăмсене ӗмӗртен килекен йăлапа тупăка хурса, алă вӗççӗн йăтса масар çине юлашки çула ăсатас, вăхăт иртнӗçемӗн вара кашни Çимӗкре вӗсен вилтăпри çине кайса асăнас килет. Тепӗр тесен, киремет тӗнӗпе пурăнсан та вилнисене...

Кама мӗнле пуль те, маншăн «крематори» çӳç-пуçа вирелле тăратакан сăмах. Православи тӗнӗпе пурăннăран-ши, пурнăçран уйрăлнă хамăн чи çывăх çыннăмсене ӗмӗртен килекен йăлапа тупăка хурса, алă вӗççӗн йăтса масар çине юлашки çула ăсатас, вăхăт иртнӗçемӗн вара кашни Çимӗкре вӗсен вилтăпри çине кайса асăнас килет. Тепӗр тесен, киремет тӗнӗпе пурăнсан та вилнисене вута пăрахса çунтарман вӗт-ха пирӗн несӗлсем. Шупашкарта вара 2020 çулта крематори ӗçлеме пуçлассине хыпарлаççӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем. Çакна хула влаçӗ масар валли Шупашкарта çӗр çуккипе, пурри ытла хаклипе сăлтавлать-мӗн. Крематори ăçта пуласси те паллă иккен, вăл Шупашкар районӗнчи Явăш ял çумӗ.

Мӗнле чăваш йăтса кайса çунтарӗ-ши унта хăйӗн вилнӗ тăванне? Эпӗ çакна куç умне ниепле те кăларса тăратаймастăп. Çынла мар вӗт ку. Манăн акă, кукаçи вăрçăран таврăнман, хыпарсăр çухалнă, тен, вăл та вутра çунса кӗлленнӗ пуль, çапах та унăн вилтăпри çукки пире канăç памасть-çке, чунӗ çӗрпе пӗлӗт хушшинче тăлăххăн çӳресе канăç тупаймасть пек туйăнать. Кунта вара çывăх çыннуна вута… ху аллупа.

Çутçанталăк туррисене халӗ те манман, вилнисемпе çыхăну çав тери çирӗппине вăйлă ӗненекен халăх Атăлçи тăрăхӗнче чи малтан крематори строительствине пуçлани чăнах та чуна çӳçентерекен факт. Сăмах май, Раççейре хальхи вăхăтра 22 крематори.

Шупашкар Мускав пек миллионшар çынлă капашсăр пысăк хула та мар вӗт, нивушлӗ çак сăваплă вырăн валли унăн вырăн çук? Чăвашăн чунӗ укçана пулах чул пек хытрӗ-ши? Тепӗр тесен, чулăн та чунӗ пур теççӗ те пирӗн вара вăл та юлмарӗ-ши? «Тăпраран пулнă çын тăпрах пулмалла»,- тенӗ мар-и-ха ваттисем, чăвашăн вара малашне кун валли те «укçа çук» пулса тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев