Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш юрă искусствишӗн çӗнӗлӗх

(Ирина Трифонова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Шупашкарта иртнӗ эрнекун, мартăн 23-мӗшӗнче, «Кӗмӗл сасă» тӗнчери чăваш эстрада юррисен вун тăххăрмӗш фестиваль-конкурсӗ Культурăпа искусствăсен институтӗнче ирхинех пуçланчӗ. Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисенчен пурӗ 30 ытла конкурсант хутшăнчӗ. Пирӗн республикăран хутшăнакансем йышлăччӗ, çавсен шутӗнче Вера Кожеманова (Хусан), Карина Туктамышева...

(Ирина Трифонова. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Шупашкарта иртнӗ эрнекун, мартăн 23-мӗшӗнче, «Кӗмӗл сасă» тӗнчери чăваш эстрада юррисен вун тăххăрмӗш фестиваль-конкурсӗ Культурăпа искусствăсен институтӗнче ирхинех пуçланчӗ. Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисенчен, Мурманск, Пенза, Оренбург, Тюмень, Иркутск хулисенчен пурӗ 30 ытла конкурсант хутшăнчӗ.

Пирӗн республикăран хутшăнакансем йышлăччӗ, çавсен шутӗнче Вера Кожеманова (Хусан), Карина Туктамышева (Элмет), Анжелика Еремеева (Аксу) пулчӗç. Шел, гала-концертра эпир вӗсене итлесе хак параймарăмăр. Йӗркелӳçӗсем унта конкурс номинацийӗсенче çӗнтернисене кăна юрлаттарчӗç. Вӗсене те пулин пурне те мар. Ятарлă номинацисенче палăрнисене пӗрне те сцена çине кăлармарӗç. Ун вырăнне пӗрин-хыççăн тепри чăваш эстрада çăлтăрӗсем тухса зала янраттарчӗç. Вӗсене хирӗç мар, ытти чух пысăк кăмăлпах итлетпӗр. Анчах эпир «Кӗмӗл сасса» килнӗ-çке. Пирӗн конкурсантсене, çӗнӗ ятсене ытларах курас килчӗ. Кӗтсе халтан кайрăмăр. Пӗр уйрăмлăх та тӳрех курăнчӗ. Конкурсантсем чӗрӗ сасăпа юрларӗç пулсан, нумайăшӗ акапелла майӗпе, эстрада çăлтăрӗсем плюсовкăпа, хăш-пӗри минусовкăпа. Ак, Алена Акăшпие илер. Сасси пур унăн, «Кӗмӗл сасăра» вăл 2014 çулта çӗнтернӗ те. Анчах концертра плюсовкăпа юрласа çăварне кăна уçса тăчӗ. Ку чухне сцена варрине магнитофон кăларса лартни тӗрӗсрех пулатчӗ. «Юлташсем, каçарăр, паян сасă çук, ак, магнитофонпа çыртарнине итлӗр», - тесен хуть улталаман пек пулӗччӗ. Сӗрме купăс йăтса тухнă тата, ун сасси илтӗнмерӗ те. Куракансене çав тери ухмах, музыкăна туймаççӗ те, ăнланмаççӗ те теççӗ-ши? Апла пулсан, мӗншӗн-ха пирӗн ума тухса юрлатăр, ним те «ăнланманскерсен» умне? Мӗн пулчӗ-ши чăваш эстрадине? Ачалăхра «Çавал» ансамбль гастрольпе Тутарстана килнине астăватăп, музыкантсемпе, кӗвӗ инструменчӗсемпе çӳретчӗç вӗсем. Фонограмма мӗн иккенне пӗлмен те. Халӗ мӗн куратпăр? Ноутбука флешка чикеççӗ те - ӗçӗ пӗтнӗ. Çапла, йӳнӗ, анчах мӗн те пулин тивӗçлине тăвас тесен тăкакланмасăр май çук, ку йӗркеллӗ пулăм. Халăхӗ те тата мӗн панине çăтсах пырать. Ӳсӗм кирлӗ.

Потенциал вара пур. Çакна конкурса хутшăннă çамрăк талантсене курса çирӗплетме пулать. Каларăм ӗнтӗ, нумайăшӗ кӗвӗ инструменчӗсемсӗрех юрларӗ. Сассисем вăйлă, янравлă. Анчах итлекен чӗрине хускатма ку та çителӗксӗр, кунта юрра пурăнса ирттерни, ăна чун урлă кăларни кирлӗ, вăт çавă çан-çурăма çӳçентерет, чуна пăлхантарать. Ак, «Гран-прие» Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче вӗренекен Екатерина Мурайкина çӗнсе илчӗ. Академи жанрӗпе юрлама унăн сасси пур, вăйлă. Анчах баяниста илтмерӗ вăл, лешӗ тем пек юраса пыма тăрăшсан та нотăсене лекеймерӗ. Юрлама та йывăррăн, пуртă шыва чăмнă майлăрах юрларӗ, аял нотăсем çине лӳплетсе ларнăнрах. Екатеринăран лайăх артист ӳссе çитӗнме пултарать, вокал педагогӗпе нумай ӗçлесен, кӗвве илтме пӗлсен. Вăйлă та илемлӗ сасăллисем пирӗн хушăра нумай, анчах юрлама пурте пултараймаççӗ. Ку енчен Питӗр хулинчен килнӗ Наталья Васильевăна палăртас килет. Чуна витермелле юрларӗ, шăхлич сасси туйăмсене пăлхантарчӗ. Музыка енӗпе пӗлӳ илни сисӗнет.

Хамăрăн Вера Кожеманова ăста юрланине пӗлеттӗмӗр-ха, анчах конкурсра тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Вера авалхи «Сенкер шел» юрра суйласа илнӗ, вăл Элмет тăрăхӗнчи тӗне кӗмен чăвашсен юрри. Ăна Хусанти консерваторире вӗренекен Туркмен каччи Астан дабарупа каласа пулăшрӗ. Музыкантпа юрăç тандемне, вӗсен чун шайӗнчи çыхăнăвне сăнама кăмăллă пулчӗ. Чӗрӗ сасă, паха вокал, импровизаци, халăхсен аваллăхран пыракан хăйне евӗр çыхăнăвӗ - хаклă пулăм. Вера авалхи юрра хăйне евӗр ăнланса юрларӗ, унта кăштах джаз та кӗртсе ячӗ. Çав тери лайăх пулса тухрӗ.

- Юрăпа паллашсанах ăна куракан патне епле çитермелли пирки шутларăм, пӗр тӗрлӗ кӗвӗпе юрлани кичемрех. Вара джаз кăштах кӗртме шутларăм. Алексей Наумов композиторпа канашласа пăхрăм та вăл кунта çапса каламалли инструмент кӗртсе ярсан аван пулӗ терӗ. Музыканчӗ те çийӗнчех тупăнчӗ, Астан хаваспах килӗшрӗ, эпир пӗр-пӗрне çийӗнчех ăнлантăмăр, тав ăна, - терӗ Вера каярахпа.

Чăннипех те чăваш юрă искусствишӗн ку çӗнӗлӗх пулчӗ. Вера конкурсăн Гран-прине илме тивӗçлӗччӗ, жюри ăна 1-мӗш степеньлӗ дипломпа палăртрӗ. Пирӗншӗн ку пурпӗрех чăн-чăн çӗнтерӳ пулчӗ, куракансем те Верăна лайăхпа хакласа калаçнине кайран нумай илтрӗм.

Элмет районӗнчи Клемтелӗнчен килнӗ Карина Туктамышева та хăйне питӗ лайăх кăтартрӗ, сапăрлăхӗпе тыткăнларӗ. Çӗнтерӳçӗсен шутне кӗреймерӗ пулин те уншăн çак конкурс лайăх опыт. Вăл çамрăк-ха, малашлăхӗ пур. Тӗрӗссипе, юрлас опычӗ те унăн сахалрах. «Кӗмӗл сасса» хутшăнни, тен, ку енӗпе ытларах ӗçлеме хистӗ.

Аса илтеретпӗр, «Кӗмӗл сасă» тӗнчери чăваш эстрада юррисен фестиваль-конкурсӗ ЧР культурăпа национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, Чăваш Наци конгресӗ пулăшнипе йӗркеленет.

Мероприятие ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Константин Яковлев, Чăваш Республикин халăхсен ассамблейин Председателӗ Лев Кураков, педагогика наукисен кандидачӗ, музыка училищин директорӗ Светлана Белоус, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Антонина Краснова, чăваш эстрада артисчӗсен пӗрлӗхӗн президенчӗ Алина Федорова, чăваш наци радиовӗн продюсерӗ Виктор Дмитриев, ЧНК ыркăмăллăх фондчӗн директорӗ Павел Вязов тата ЧНК президенчӗн пӗрремӗш çумӗ, ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Валерий Клементьев хутшăнчӗç.

«Кӗмӗл сасă» конкурс номинанчӗсемпе çӗнтерӳçисем:

1. Ансамбльсем: Шупашкар районӗнчи «Ентеш» ушкăн -3-мӗш вырăн;

Оренбург облаçӗнчи Грачевски районӗнчен килнӗ «Нарспи» ушкăн 2-мӗш вырăн;

Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Ăраскал» ансамблӗ 1-мӗш вырăн йышăнчӗç.

2. Уйрăм юрлакан юрăçсем хушшинче:

Куракансем килӗштернӗ юрăç - Пенза облаçӗнчен килнӗ Татьяна Штурмина;

Чи çепӗç саслă юрăç - Хӗрлӗ Чутай пики Татьяна Ефремова;

Хăйне евӗр ăста юрлакан юрăç - Мурманскран килнӗ Дина Агеева, сăмах май вăл пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ;

Дипломант ятне Пенза облаçӗнчи Виктория Серафимова тата Тюмень хулинчи Ксения Маслова тивӗçрӗç.

Виççӗмӗш вырăна виçӗ юрăç: Самар хулинчи Ольга Сурикова, Муркаш каччи Евгений Тимофеев тата Элӗк хӗрӗ Людмила Засыпкина пайларӗç.

Иккӗмӗш вырăна Питӗр хулинчен килнӗ Наталья Васильева;

Сумлă, пӗрремӗш вырăна Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчен килнӗ Вера Кожеманова тухрӗ.

Гран-при вара Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче вӗренекен Екатарина Мурайкина çӗнсе илчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев