Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чӗмпӗрсем каллех малта

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Чӗмпӗрте наципе культура автономийӗсене уйăрса панă участоксенчен пӗринче Чăваш кил-çурт хуçалăхӗ уçăлчӗ. Вăл хулари Çӗнтерӳ паркӗн хӗрринче, Ипподром çывăхӗнче вырнаçнă. Ăна уçма Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов, Чăваш Республикин пуçлăхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Владислав Третьяк, Чӗмпӗр тата Новоспасск митрополичӗ Анастасий тата ытти...

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Чӗмпӗрте наципе культура автономийӗсене уйăрса панă участоксенчен пӗринче Чăваш кил-çурт хуçалăхӗ уçăлчӗ. Вăл хулари Çӗнтерӳ паркӗн хӗрринче, Ипподром çывăхӗнче вырнаçнă. Ăна уçма Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов, Чăваш Республикин пуçлăхӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Владислав Третьяк, Чӗмпӗр тата Новоспасск митрополичӗ Анастасий тата ытти хăнасем килсе çитрӗç.

Хăнасем хăю касса тимӗрпе эрешленӗ хапхаран кӗрсен чиркӳ ӗçченӗсем кил-çурта светить турӗç. Владыка пил сăмахӗсем каласа çуртсем çине тата çынсем çине таса шыв пӗрӗхрӗ. Кунта чăваш кил-йышне сăнарлакан капăр музей, хура мунча, наци стилӗпе тунă банкет залӗ, хăна çурчӗ, лаша вити пур.


«Чăваш кил-çурт хуçалăхне уçни - питӗ паллă тата пӗлтерӗшлӗ пулăм. Ульяновск олаçӗ çӗршывăн нумай нациллӗ субъекчӗсенчен пӗри, унта пурăнакан нацисен шучӗ 120-рен иртет. Пуриншӗн те ку çӗр тăван кил пулса тăрать. Çак «кил» туйăмне «Нацисен ялӗ» культура комплексӗ сăнарлама тивӗç те, унта пирӗн облаçра пурăнакан халăхсен культури, йăлисем тата пурнăç йӗрки палăрӗç. Эпир Чӗмпӗр çӗрӗ çинчи мӗн пур тӗп халăха хаклатпăр, кунти нацисем пӗр туслă çемье пек килӗшӳре пурăннипе мăнаçланатпăр, - тесе каларӗ кӗпӗрнаттăр тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Морозов. - Чăвашсен кил-çурт хуçалăхӗ пӗрремӗш уçăлни питӗ кăмăллă. Çак халăх представителӗсем регионти мӗн пур пуçарусемпе ырă ӗçсене тӗрев параççӗ.Туса ирттернӗ пысăк ӗçшӗн облаçри Чăваш наципе культура автономине тав тăвас килет. Вӗсен тӗслӗхӗпе вырăс кил-хуçалăхне тума тытăннă та ӗнтӗ. Çывăх вăхăтра эпир тутар, узбек, азербайджан çурчӗсем хăпартăнасса кӗтетпӗр. Иккӗленместӗп, «Нацисен ялӗ» Ульяновск облаçӗн халăхӗсен пӗрлӗхӗн символӗ пулса тăрӗ.

Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн май Указӗпе килӗшӳллӗн, 2025 çулччен çӗршыври наци политикин Стратегине пурнăçа кӗртсе регион пуçлăхӗн пуçарăвӗпе çак комплекса тума тытăннă. Наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе пӗрле çак вырăнта вырăс, чăваш, азербайджан, осетин, тутар, еврей, ингуш, армян тата хӗвелтухăç енчи халăхсен кил-çурчӗсене тума палăртнă. Проектăн тӗп тӗллевӗ - Ульяновск облаçӗнчи культурăпа истори еткерлӗхне упраса пуянлатасси тата регионри наципе-культура автономийӗсене тӗрев парасси.

Туса ирттернӗ ӗçе Чăваш Республикин пуçлăхӗ Михаил Игнатьев та пысăк хак пачӗ. «Çак кун Чӗмпӗр çӗрӗ çинче пулса курма маншăн питӗ кăмăллă. Пирӗн несӗлсем мӗн ӗлӗкрен пире ăс-тăн, кăмăл-сипет, çемье йăлисене парса пынă. Çак пахалăхсене хамăр ачасене явăçтарасси пирӗн паянхи тӗллев пулса тăрать: вӗсем кӗçӗн тата аслă çӗршыва юратчăр, кӳршӗ-аршăпа килӗштерсе пурнăччăр. Шăпах ăс-тăнпа кăмăл-сипет вăйӗ этеме ырă та пархатарлă ӗçсем тума хистет. Çак çурта уçнă çӗре Чӗмпӗр тата Новоспассик митрополичӗ Анастасий хутшăннишӗн эпӗ савăнатăп. Хам енчен регион ертӳçисене тав сăмахӗ калас килет, вӗсем облаçра халăхсем хушшинчи хутшăнусем лайăх пулччӗр тесе питӗ тăрăшаççӗ», - терӗ Михаил Васильевич. Хăнана килсен хуçине мухтамалла тенӗ евӗр, кăмăла каякан ăшă сăмахсене шеллемерӗ Чăваш Республикин Пуçлăхӗ. «Паянхи кун Ульяновск облаçӗ çӗршыври вăйлă аталанакан субъектсенчен пӗри. Пирӗн регионсем яланах пӗр-пӗринпе çывăх тата туслă пулнă. Çавăнпа та эпир Ульяновск облаçӗн çитӗнӗвӗсемшӗн савăнатпăр. Сирӗн çине пăхса чӗмпӗрсен чи лайăх практикисене хамăр патра пурнăçа кӗртес тесе тӗслӗхе илетпӗр», - палăртрӗ Михаил Игнатьев.

Чăваш кил-çурчӗ пӗр-пӗр улпут хуçалăхне аса илтерет. Кунта чăвашсем çурта еплерех тирпейленипе, мунча еплерех тунипе, авалхи пурнăç йӗркипе паллашма пулать.

«Инвесторсен шучӗпе икӗ çул хушшинче çак хуçалăха туса пӗтертӗмӗр. Хăйсен çурт-йӗрне тăвакан облаçри ытти наципе культура автономийӗсенчен иртсе кайса пӗрремӗш пулса тăтăмăр. «Нацисен ялне» туни - питӗ лайăх проект, вăл облаçра пурăнакан халăхсен, çав шутра чăвашсен те, культурипе паллаштарма пултарӗ», - тесе палăртрӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев..

Музейпе хăна çуртне курса çаврăннă хыççăн Сергей Морозов, Владислав Третьяк тата Михаил Игнатьев хуçалăхăн хапхинчен инçе мар йывăçсем лартрӗç. Суйлав умӗнхи хӗрӳ сăмахсене шута илмесен питӗ илемлӗ халăх уявӗ пулса иртрӗ Чӗмпӗрте çак кун.

Наципе культура пӗрлешӗвӗсем çакнашкал çурт-йӗр çавăрма пултарни вӗсен чăн-чăн вăй-хăватне кăна мар, çирӗплӗхӗпе туслăхне те палăртать. Ытти регионсенче пурăнакан чăвашсемшӗн, уйрăмах Самар облаçӗнче, Пушкăртстанпа Тутарстанра пурăнакансемшӗн ку ӗç тӗслӗх пулса тăрать. Çак регионсем хушшинчи чăвашлăха аталантарас енӗпе хăйпе хăй йӗркеленнӗ «ăмăртура»Ульяновск облаçӗ каллех мала тухрӗ. Михаил Игнатьев каларӗшле, чӗмпӗрсенчен вӗренмелли пур.

Пысăк пуçлăхсем килсе пӗрремӗш хăнасем пулнипе хавхаланса кунти чăвашӗсем çак кил-çурт хуçалăхӗнче тата часавай, халăх тумӗн мастерскойне, аксутика залне тăвасшăн. Чăваш апат-çимӗçне хатӗрлессипе мастер-классем, ачасем валли тӗрлӗрен вӗрентӳ программисем, халăх уявӗсем малшне çакăнта иртӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев