Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Çирӗп кăмăллă та ырă чунлă пулма хавхалантаракан кӗнеке

Нумаях пулмасть чăваш ача-пăча литератури тепӗр çӗнӗ кӗнекепе («Чăлах пуканесем» калавсен ярăмӗпе) пуянланчӗ. Вăл Чăваш кӗнеке издательствин «кăмакинчен» пиçсе тухрӗ. Авторӗ - пултаруллă çамрăк çыравçă Ольга Австрийская. Тӗрлӗ калавсем кӗнӗ унта: шухăша яраканнисем («Чăлах пуканесем», «Миххи пӗви»), лирикăлли («Супăнь хăмпи»), йăл култараканнисем («Сăн ӳкерчӗк», «Сайтра тупнă «савни») тата ытти те....

Нумаях пулмасть чăваш ача-пăча литератури тепӗр çӗнӗ кӗнекепе («Чăлах пуканесем» калавсен ярăмӗпе) пуянланчӗ. Вăл Чăваш кӗнеке издательствин «кăмакинчен» пиçсе тухрӗ. Авторӗ - пултаруллă çамрăк çыравçă Ольга Австрийская. Тӗрлӗ калавсем кӗнӗ унта: шухăша яраканнисем («Чăлах пуканесем», «Миххи пӗви»), лирикăлли («Супăнь хăмпи»), йăл култараканнисем («Сăн ӳкерчӗк», «Сайтра тупнă «савни») тата ытти те.

Çамрăк çыравçă хайлавӗсенче юратупа кӳренӳ, савăнăçпа хурлăх, шанăçа çухатнипе малалла ăнтăлни юнашар пыраççӗ. Пурнăçра йывăрлăхсем нумай, анчах вӗсене çӗнтерме пуян чун-чӗрепе тӳрӗ кăмăл кирлӗ тет автор. Пӗрремӗш черченкӗ те таса юрату пысăк вырăн йышăнать кӗнекере.

Калавсене сăнарсен ӳсӗмне кура вырнаçтарса тухнă. Кӗнекене уçсанах вулакан шкулта аслă классенче вӗренекенсемпе паллашать, вӗсемпе, пӗрремӗш юрату авăрне лекнӗскерсемпе, пӗрле пăшăрханать-савăнать. Кăларăм вӗçӗнчи страницăсенчи сăнарсем - çамрăксем. Университетран вӗренсе тухнă ӗнтӗ, ӗçе вырнаçнă. Кунта вара пачах урăхла йывăрлăхсем. Çапах та пуçа усмаççӗ вӗсем, малаллах ăнтăлаççӗ.

Кам-ши вăл Ольга Австрийская? Вăл Вăрнар районӗнчи Пăртас ялӗнче çуралса ӳснӗ. «Тантăш» хаçатра корреспондентра, çамрăксен политикин пай редакторӗнче ӗçленӗ. Халӗ Чăваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература пайӗн редакторӗнче тăрăшать. Ачаранпах калавсем, сăвăсем çырнă, вӗсем республикăри тата Вăрнар районӗн «Çӗнтерӳ çулӗ» хаçатӗнче тухнă. Унăн хайлавӗсем «Çӗнӗ ятсем уçатпăр - Открываем новые имена» коллективлă сборникра пичетленнӗ. «Чăлах пуканесем» - унăн уйрăм тухнă пӗрремӗш кӗнеки. Çӗнӗ кӗнекери сăнарсем авторӗ пекех çирӗп кăмăллă та ырă чунлă. Вӗсем çутă малашлăха ӗненеççӗ, унталла ăнтăлаççӗ. Çакă вӗсене пурнăçра вăй-хăват парса пырать. Çавăнпа та чунра йывăр чухне Ольга Австрийская кӗнекине уйрăмах тытса вулама усăллă пек туйăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев