Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Донор кунӗ

2007 çултанпа апрелӗн 20-мӗшӗнче Раççейре пысăк пӗлтерӗшлӗ уяв иртет - Донор кунӗ. Ку уява юн паракансене халалланă. Вӗсем хăйсен юнӗсене пӗр палламан çынсене тӳлевсӗр парса пурнăçӗсене çăлнă ятпа, чăнах та уявламалăх пур. Унсăр пуçне тухтăрсене те асăнмасăр хăвармалла мар. Вӗсен ӗçӗ те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Юн илме, тӗрӗслеме кашни çын пултараймасть,...

2007 çултанпа апрелӗн 20-мӗшӗнче Раççейре пысăк пӗлтерӗшлӗ уяв иртет - Донор кунӗ. Ку уява юн паракансене халалланă. Вӗсем хăйсен юнӗсене пӗр палламан çынсене тӳлевсӗр парса пурнăçӗсене çăлнă ятпа, чăнах та уявламалăх пур.
Унсăр пуçне тухтăрсене те асăнмасăр хăвармалла мар. Вӗсен ӗçӗ те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Юн илме, тӗрӗслеме кашни çын пултараймасть, ку паллă.
Анчах ăçтан пулса кайнă ха ку уяв? 1832 çулта апрелӗн 20-мӗшӗнче Петербург хулинче çамрăк акушер Андрей Мартынович пӗрремӗш хут хӗрарăма юн парса унăн пурнăçне çăлса хăварать иккен. Уява паллă тума çак куна ахальтен илмен иккен.
Инкек çынсене пӗрлештерет. Çавна кура пысăк инкексем вăхăтӗнче, тӗслӗхрен, тӗрлӗ взрывсемпе терактсем хыççăн çынсем часрах юн пама васкаççӗ. Суранланнисене çăлса хăварма пулăшаççӗ. Анчах та юлашки вăхăтра донорсен шучӗ чакни курăнать. Вăл питӗ пысăк проблема. Çавăнпа Раççейре çынсене çак пархатарлă ӗçе явăçтарма тӗрлӗ мероприятисем ирттереççӗ те.

Тата тепӗр кăсăклă самант. Раççейре «Хисеплӗ донорсем» ята илекенсем те пур. Вӗсем хăйсен пурнăçӗнче юна 40 хут е плазмăна 60 хут панă çынсем. Вӗсем «Хисеплӗ донор» значокӗсӗр пуçне çулталăкне пӗр хутчен канма кайма, больницасенче черетсӗрех пулăшу илме тата санаторисене путевкăсем йӳнерех илме пултараççӗ иккен.


Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев