Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Этнографсемпе вӗрентекенсен йăхӗ

Çак кунсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче Çӗпрел тăрăхӗнчи паллă Миронов-Прокопьев-Казаковсен йăхӗн тăванӗпе Николай Казаковпа тӗлпулу иртнӗ. Пухăва И.Я. Яковлев музейӗн пуçлăхӗ Илларионова М. В. уçнă. Саламсем хыççăн Н. Казаков çак мероприятине «Улики из прошлого» ят парса ирттерме сӗннӗ. Тухса калаçнă чухне Николай Александрович хăйӗн ентешӗсен ӗлӗкхи сăнӳкерчӗксене...

Çак кунсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университетӗнче Çӗпрел тăрăхӗнчи паллă Миронов-Прокопьев-Казаковсен йăхӗн тăванӗпе Николай Казаковпа тӗлпулу иртнӗ. Пухăва И.Я. Яковлев музейӗн пуçлăхӗ Илларионова М. В. уçнă. Саламсем хыççăн Н. Казаков çак мероприятине «Улики из прошлого» ят парса ирттерме сӗннӗ. Тухса калаçнă чухне Николай Александрович хăйӗн ентешӗсен ӗлӗкхи сăнӳкерчӗксене кăтартнă. Йăх тымарӗпе те паллаштарнă. Унăн сăмахӗсем тăрăх, Казаков хушамат 1899 çулсенелле тухнă, йăхне 245 çул. Кайран хăна чăвашсен этнографине тӗпчесе вӗрентӳ çулне аталантарма пулăшнă К.П.Прокопьевăн, П.М.Мироновăн, А.С.Михайловăн, А.А. Казаковăн пурнăç çулӗсем çинчен тӗплен каласа панă. Асилӳсене, çырусене тата та тӗрлӗ документсене Казаков университетăн музейне парнеленӗ.
Пуху музейри экскурсипе вӗçленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев