Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Фаберже çăмартине курас тесен

Çӗнӗ çул вăхăтӗнче ку хулара юр - сайра тӗл пулакан япала пулсан та Санкт-Петербурга хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче питӗ нумай турист килет. Невски проспекчӗ кунӗн-çӗрӗн тулли çын. Пурте авалхи хула илемне курса ӗлкӗресшӗн. Паллах, çак кунсенче хула капăрлăхне сăнанипе кăна мар, вӗсем тӗрлӗрен музейсене кӗрсе курасшăн. Телее кунта вӗсем питӗ нумай....

Çӗнӗ çул вăхăтӗнче ку хулара юр - сайра тӗл пулакан япала пулсан та Санкт-Петербурга хӗллехи каникулсен вăхăтӗнче питӗ нумай турист килет. Невски проспекчӗ кунӗн-çӗрӗн тулли çын. Пурте авалхи хула илемне курса ӗлкӗресшӗн. Паллах, çак кунсенче хула капăрлăхне сăнанипе кăна мар, вӗсем тӗрлӗрен музейсене кӗрсе курасшăн. Телее кунта вӗсем питӗ нумай. Килнӗ-килнӗ Фаберже çăмартисене те, патша керменӗсене, Кунсткамерăна та курас килет. Анчах та вӗсене лекме нумайăшне йывăртарах пулчӗ пулӗ. Черетсем хăш-пӗр тӗлте 200 метра çити тăсăлчӗç. Сăмахран, кăнтăрла хыççăн Эрмитажа лекес тесен, сахалтан та 1 сехет черетре тăма тивет. Çапла ытти чаплă музейсенче те. Мӗн тăвăн, туристсен шучӗ çак кунсенче Питӗрте 7 миллион çынна çитет пулсан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев