Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Филологсене саламлатпăр!

Кашни çул Раççейре май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Филологсен кунне уявлаççӗ. Ку уяв çак професси енӗпе çыхăннă çынсен уявӗ те шутланать. Вӗсен шутӗнче филологи факультетӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем, тĕпчевçисем, библиотека ӗçченӗсем, куçаруçăсем, журналистсем тата ыттисем те. Ку уява славян çырулăхӗпе культура кунӗ хыççăн палăртни те пӗлтерӗшлӗ. Ăçтан пулса кайнă-ха филологи...

Кашни çул Раççейре май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Филологсен кунне уявлаççӗ. Ку уяв çак професси енӗпе çыхăннă çынсен уявӗ те шутланать. Вӗсен шутӗнче филологи факультетӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем, тĕпчевçисем, библиотека ӗçченӗсем, куçаруçăсем, журналистсем тата ыттисем те. Ку уява славян çырулăхӗпе культура кунӗ хыççăн палăртни те пӗлтерӗшлӗ.

Ăçтан пулса кайнă-ха филологи сăмахӗ? Филологи - вăл грек сăмахӗ φιλολογία, «сăмаха юратни» тесе пӗлтерет иккен. Вăл пӗлӳ пайӗ, çыру тексчӗсене тӗпчекен ăслăлăх.

Филологи авалхи Индипе Греци çӗршывӗнче çуралнă.

Филологи ăслăлăх пек 17-18 ӗмӗрсенче çирӗпленнине те палăртса хăвармалла. Çав вăхăтра авалхи культурăна та тӗпченӗ вăл.

Вăхăт иртсессӗн филологи ăнлавӗ кăшт улшăнса каять. Ăна халăхăн культурине чӗлхепе литература урлă тӗпченӗ пек пăхма тытăнаççӗ. Çавăнпа хальхи вăхăтра филологи ăслăлăх ӗçченӗсем тӗрлӗ сферасенче те вăй хума пултараççӗ. Образовани енӗпе те истори енӗпе те. Пысăк тав филологсене!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев