Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Халăх академикӗсем канашларӗç

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин залӗнче Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Академие çӗнӗ пайташсем суйланипе пуçланчӗ вăл. Ун хыççăн отчетлă тапхăрти ӗçпе академи президенчӗ Евгений Ерагин паллаштарчӗ. Академиксен отчетлă тапхăрта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарнă май Евгений Ерагин Тутарстан таврапӗлӳçисен ӗçӗ çинче те тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Сахалах...

Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин залӗнче Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Академие çӗнӗ пайташсем суйланипе пуçланчӗ вăл. Ун хыççăн отчетлă тапхăрти ӗçпе академи президенчӗ Евгений Ерагин паллаштарчӗ.

Академиксен отчетлă тапхăрта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарнă май Евгений Ерагин Тутарстан таврапӗлӳçисен ӗçӗ çинче те тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Сахалах мар вӗсем. Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисемпе халăх академикӗсем ТР ЧНКА правленийӗпе пӗрле делегатсене Крыма, Пӗтӗм Раççейри чăваш Акатуйне, илсе каяссине йӗркеленӗ. Аксу районӗнчи Акатуя хутшăннă. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă Василий Сидорович Федоров капитан-лейтенантăн вилтăприне 70 çул иртсен Киров облаçӗнче тупса çуралнă ялӗнче тăванӗсемпе пӗрле палăк лартма пулăшнă, çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тӗлпулу йӗркеленӗ. Крешӗн тутарсен диаспорипе юбилейлă тӗлпулăва хутшăннă.
Ял, район экономикине аталантарма, халăх культурине пуянлатма хастар хутшăннăшăн тата 70 çул тултарнă ятпа Алексеевски районӗнчи ЧНКЦ пуçлăхне Николай Николаевич Сторожева Чăваш халăх академийӗн орденӗпе наградăланă.
Тутарстан таврапӗлӳçисен ер­тӳçи Александр Семенов Атăл­çи Пăлхар историйӗпе Аксу районӗнчи Саврăш тăрăхӗн йăли-йӗркисене тӗпчени çинчен докладпа Хусанта, Шупашкарта иртнӗ конференцисене хутшăннă, студентсем умӗнче тухса каланă.
Июльте Чăваш халăх академийӗн пайташӗсен 18 çынран тăракан пысăк ушкăнӗ Атăлçи Пăлхар çӗрӗ тăрăх çулçӳревре пулнă вăхăтра Александр Се­менов чӗннипе Аксу районӗнчи авалхи Саврăш тăрăхне çитсе курнă. Хăнасене районти музей тата библиотека ӗçченӗсем, Савгачевăпа Саврăшпуç çыннисем ăшшăн кӗтсе илнӗ, хăйсен ӗçӗсемпе, куравсемпе паллаштарнă, концерт кăтартнă. Наталия Сергеевна Леонтьева авалтан пыракан йăла-йӗркесем çинчен каласа панă. Хăнасене авалхи паллă «Улăп çӗрӗ», «Улăп тăпри», «Чул палăк сăрчӗ» тата авалхи хулаш вырăнӗсемпе паллаштарнă. Ибн Фадлан асăннă «Джавшыр» çӗре кăтартнă. Улăп тăпри çинчен Пӳлер сăрчӗ курăннине хăйсем курса ӗненнӗ. Çакăнта башня лартас шухăш та çуралнă. Саврăш çӗрне малалла тата тӗпчеме кирлине палăртнă вӗсем.
Сăмах май, халăх академикӗсем çав çулçӳревре Хусанти Ар масарӗнче, чăвашсемшӗн пысăк ӗç тунă Н.Ашмарин профессор вилтăпри çинче пулса курнă. Евгений Ерагин доклад тунă вăхăтра палăк тивӗçлӗ шайра маррине палăртса хă­варчӗ. Пуху паллă профессор палăкне çӗнетме йышăнчӗ, ку ӗçе тума Н.Кондрашкин скульптор килӗшрӗ.
Аксу районӗнчи Саврăш тăрă­хӗнчи библиотека ӗçче­нӗсем ыйтнипе кунти чăваш ачисем валли август уйăхӗн вӗçӗнче Чăваш халăх академийӗнчен, Чăваш наци библиотекинчен, ЧР Писательсен союзӗнчен, ытти çӗртен пуçтарнă 800 ытла кӗнекене халăх академикӗсем Э.Патмар тата А.Семенов Саврăш тăрăхне кӳрсе панă. Ку кӗнекесемпе чи малтан Саврăшпуç, Саврăш ялӗсенчи библиотекăсемпе шкулсене тивӗçтернӗ. Çак ӗç малалла пырать.
«Сувар» хаçат редакцийӗ­пе пӗрле Тутарстанри чăваш ялӗсен историне тӗпчеççӗ. Чă­ваш халăх академийӗн Тутарстанри уйрăмӗн палăртнă ӗçӗсем тата та нумай, анчах укçа-тенкӗ çитменрен вăраха тăсăлаççӗ.
Тутарстанра наци этнокультурине тӗпчес, çавăн пекех этнокультурăна аталантарас тӗ­лӗшпе хастар ӗçленӗшӗн А.Семе­новпа В.Болгарские «Чă­ваш халăх ăс-хакăлӗн тава ти­вӗçлӗ ăсти» хисеплӗ ята пачӗç.
Пухура Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Н.Угаслов, Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗн çумӗ В.Оринов, ЧНАНИ вице-президенчӗ Л.Ефимов, ЧНАНИ президиу­мӗн членӗсем Э.Патмар, С.Отрыванов, В.Федотов, Р. Альтина, Н.Адер (Чăваш Ен, Çӗмӗрле районӗ), А.Семенов (Хусан), Н.Кондрашкин (Ульяновск), В.Ток­маков (Санкт-Петербург), А.Руссаков (Ӗпхӳ) тухса каларӗç, тивӗçлӗ сӗнӳсем пачӗç.
Пухура академи президенчӗ пулма Евгений Евстафьевич Ерагинах çирӗплетрӗç, ытти чылай ыйтусене те пăхса тухрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев