Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Халăх календарӗ. Май

Май пуçламăшӗнче ăшă тăрсан, уйăх вӗçӗ сивӗ пулать тенӗ. 15-мӗшӗ - халăх календа­рӗпе - шăпчăк кунӗ. Çӗр ӗлкӗрнӗ. Тырă акмалли кун. Çураки хӗрсе пырать. 16-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Марфа. Вӗлтрен, кăшкар ути (щавель), пултран, серте яшки пӗçермелле. Çӗмӗрт чечеке ларсан сивӗсем пулаççӗ-ха. 17-мӗшӗ - улăх-çаран ешерет. 18-мӗшӗ - ир...

Май пуçламăшӗнче ăшă тăрсан, уйăх вӗçӗ сивӗ пулать тенӗ.

15-мӗшӗ - халăх календа­рӗпе - шăпчăк кунӗ. Çӗр ӗлкӗрнӗ. Тырă акмалли кун. Çураки хӗрсе пырать.

16-мӗшӗ - халăх календарӗпе - Марфа. Вӗлтрен, кăшкар ути (щавель), пултран, серте яшки пӗçермелле. Çӗмӗрт чечеке ларсан сивӗсем пулаççӗ-ха.

17-мӗшӗ - улăх-çаран ешерет.

18-мӗшӗ - ир пулакан купăста лартмалла.

19-мӗшӗ - çак кун çанталăк уяр-тăк, хăяр ăнса пулать.

20-мӗшӗ - хӗвел çинче ăшăнма витрепе шыв лартнă. Ăшăнса çитнӗ шыва пуç тăрăх янă. Çак кун лашасене те шыв тăрăх хăваласа чуптарнă. Çак кунхи шыв сывлăха çирӗплетет тенӗ.

21-мӗшӗ - хӗрсех ака ӗçӗсем пыраççӗ-ха.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев