Халăхсен съезчӗ çывхарать
III Тутарстанри халăхсен съезчӗ çывхарнă май, унта хутшăнма делегатсем суйлас ӗç пырать. ТР ЧНКА Канашӗн ларăвӗнче йышăннă тăрăх, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсем апрелӗн 22-мӗшӗччен отчетпа суйлав конференцийӗсене ирттермелле, мӗншӗн тесен Халăхсен съездне хутшăнакан представительсен полномочийӗсене çирӗплетмелле. Çапла апрелӗн 6-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ пухăвӗ иртӗ, апрелӗн 8-мӗшӗнче Пăва районӗнчи чăвашсем...
III Тутарстанри халăхсен съезчӗ çывхарнă май, унта хутшăнма делегатсем суйлас ӗç пырать. ТР ЧНКА Канашӗн ларăвӗнче йышăннă тăрăх, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсем апрелӗн 22-мӗшӗччен отчетпа суйлав конференцийӗсене ирттермелле, мӗншӗн тесен Халăхсен съездне хутшăнакан представительсен полномочийӗсене çирӗплетмелле. Çапла апрелӗн 6-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ пухăвӗ иртӗ, апрелӗн 8-мӗшӗнче Пăва районӗнчи чăвашсем пухăнса канашлӗç.
Сăмах май, хальхи вăхăтра Пăва районти чăвашсен «Уяв» ансамблӗ «халăх» ятне хӳтӗлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев