Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хамăра хамăр хисеплемелле

Мана, Раççей çыннине, эпир ытла Америка енне туртăна пуçлани килӗшме чарăнчӗ. Пушшех те, çак тӗнче гегемонӗ пирӗн пурнăçа витӗмлеме пуçлани кăмăла каймасть. Тӗслӗхрен. Нумай пулмасть «Хелуин» текен америка уявне пӗтӗм студент куçне-пуçне тискерлетсе уявларӗ-тӗр. Садикри ачасем таранччен пӗлеççӗ çав уяв çинчен. Эсир мӗн, Америкăра пирӗн Çăварнипе Мăнкуна çавăн пекех уявлаççӗ...

Мана, Раççей çыннине, эпир ытла Америка енне туртăна пуçлани килӗшме чарăнчӗ. Пушшех те, çак тӗнче гегемонӗ пирӗн пурнăçа витӗмлеме пуçлани кăмăла каймасть. Тӗслӗхрен. Нумай пулмасть «Хелуин» текен америка уявне пӗтӗм студент куçне-пуçне тискерлетсе уявларӗ-тӗр. Садикри ачасем таранччен пӗлеççӗ çав уяв çинчен. Эсир мӗн, Америкăра пирӗн Çăварнипе Мăнкуна çавăн пекех уявлаççӗ тесе шутлатăр-и? Йăнăшатăр.
Тепӗр самант. Суйлавсем. Иккӗмӗш эрне телевизорпа кашни информаци каналӗ çуршар сехет америкăри суйлав кампанийӗ мӗнле иртни пирки хыпарлать. Çавсене пăха-пăха Трамппа Клинтон кӳршӗ ялта пурăннă пек туйăна пуçларӗ ӗнтӗ. «Россия-24» паташалăх каналӗшӗн икӗ кун ӗнтӗ Америкăри президент суйлавӗсӗр пуçне урăх пӗлтерӗшлӗ хыпар сăлтавӗ çук. Çав вăхăтра лешсем пирӗн дипломатсене суйлав участокӗсене сăнама та кӗртесшӗн мар.
Виççӗмӗшӗнчен. Трамп çӗнтертӗр тесе Раççей Америкăри суйлав çине витӗм кӳрет текенсем те, ман шутпа, йăнăшаççӗ. Хăлхашăн çепӗç ку сăмах, паллах, ăна шанас та килет-тӗр, çапах та ун пек витӗмлеме пирӗн ресурссем çителӗксӗр. Украинăна кăна илер. Трамп президента ларсан Сирири вăрçă чарăнать тени тӗрӗслӗхе çывăх-тăр, мӗншӗн тесен унăн оппонетчӗ Клинтон Барак Обаман патшалăх секретарӗ пулнă чухне Ливири вăрçа пуçарса яраканнисенчен пӗри пулчӗ. Вăрçă çинче пуякан хӗç-пăшал сутуçисем унăн суйлав кампанийӗн спонсорӗсем.
Доллар. Йăлтах унăн витӗмӗпе пулса иртет. Пирӗн чӗртавар экспортлакан экономика нефть хакӗпе çыхăннă. Тӗнчере нефте долларпа хаклаççӗ. Доллар - Америка укçи. Çапларах пăхăнтарать пире ют çӗршыври укçа.

Кам çӗнтерсен те пире нихăш Америка президенчӗпе те çăмăл пулман. Хеллоу!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев