Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хăмăшлăсем искусство ăмăртăвне каяççӗ

Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Алина Романова апрелӗн 20-25-мӗшӗсенче Тутарстан командин йышӗнче Владивостокра ирткен Дельфа вăййисене (тӗрлӗ искусство ăмăртăвӗ) хутшăннине хыпарлать Нурлат район хаçачӗ. Алина çак сума наци сувенир-пуканине çӗлес ăсталăхпа тивӗçнӗ иккен. Хӗрпӗрчи «Родные мотивы» кружока çӳресе вӗреннӗ ку ӗçе. Марина Гаврилова ертсе пыракан кружокра хӗрсем...

Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Алина Романова апрелӗн 20-25-мӗшӗсенче Тутарстан командин йышӗнче Владивостокра ирткен Дельфа вăййисене (тӗрлӗ искусство ăмăртăвӗ) хутшăннине хыпарлать Нурлат район хаçачӗ.

Алина çак сума наци сувенир-пуканине çӗлес ăсталăхпа тивӗçнӗ иккен. Хӗрпӗрчи «Родные мотивы» кружока çӳресе вӗреннӗ ку ӗçе. Марина Гаврилова ертсе пыракан кружокра хӗрсем ал ӗçӗ тума хăнăхнипе пӗрлех халăх культурипе, йăли-йӗркипе паллашса хăйсем ăсталакан пуканесем çине куçараççӗ. Урăхла каласан, пукане-сувенирсене ку е вăл наци тумне тăхăнтараççӗ. Çапла пусмаран çӗленӗ туй, Мăнкун, оберег, килти вучаха упракан пуканесем, ытти сувенирсем тума вӗренсе çитнӗ вӗсем. Паллах, Алинăн пуканисем чăваш тумӗллӗ. Унăн пултарулăхне шкул ачисен «Без бергэ» республика фестиваль-конкурсӗнче пысăк хак панă. Хăйне Тутарстан командине суйласа илнӗ.

Сăмах май, 10 çынран тăракан командăра республикăри ял шкулӗсенчен пурӗ те 2 ача кăна, вӗсенчен пӗри - Алина.

Нурлатри Ача-пăча пултарулăх центрӗн методисчӗ Альфира Карымова пӗлтернӗ тăрăх, Алина Романован Дельфа вăййисенче çӗнтерес шанăçӗ пысăк. Мӗншӗн тесен Алина пек хурăн хуппипе, пушăтпа тата çӗрмамăк пусмапа ӗçлекенсем халӗ питӗ сахал.

Нурлат тăрăхӗнчи чăвашсем ӗмӗртенех ал ӗçне ăста. Куратпăр ӗнтӗ, халӗ те пур вӗсем. Алинăна эпир те Дельфа вăййисенчен çӗнтерӳпе таврăнасса питӗ шанатпăр, ăнăçу сунатпăр. ( Сăнӳкерчӗк Нурлат район хаçатӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев