Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ирçел хӗрӗ паян Риора кӗрешет

Çак хаçат Хусанта пичетленнӗ вăхăтра Рио-де-Жанейрора чăваш хӗрачи ирӗклӗ майпа кӗрешет. Çапла, унта кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ Çӗнӗ Шупашкарти гимнастка Дарья Спиридонова кăна мар, ытти чăвашсем те хутшăнаççӗ.

Сăмах Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче Ирçел ялӗнче çуралса ӳснӗ Инна Тражукова пирки пырать Вăл хӗрарăмсен хушшинче 63 килограммченхи виçепе кӗрешет, унăн категорийӗнчи медаль тытăçăвӗсем августăн 18-мӗшӗнче 22 сехет те 45 минутра тытăнаççӗ. Вăл выляса янине е çӗнтернине эпир хаçат тухсан кăна пӗлӗпӗр, çапах та ентешпе тытăçусем мӗнпе вӗçлесен те мăнаçланмалăх сăлтав пур - вăл Олимпиадăна хутшăнакан чăваш хӗрӗ.
Сăмах май, Инна Тражукова хăй чăваш пулнине палăртма ниçта та вăтанмасть. Çакăншăн спортсменка уйрăм хисепе тивӗç. Ирçелӗнчи спорт тернерӗн хӗрӗ пулнă май, вăл ашшӗпе пӗрле секцисене çӳреме пуçланă. Малтан кавир çывăхне те пыман. Каярах, 11 тултарсан арçын ачасемпе кӗрешме тытăннă. Çавăнпах пулӗ Тражуковăн кӗрешес стильне специалистсем агрессивлă теççӗ.
2010 çулта Тражукова çамрăксем хушшинче ирттернӗ Раççей первенствинче çӗнтернӗ. Çавăнтан унăн профессионаллă спортри карьери пуçланнă та. Чаплă çӗнтерӳсемпе кӗтмен çӗртен выляса янисем, травмăсем те пулнă Ирçел кӗрешӳçин Риона каймалли çулӗ çинче. Çапах та вăл йывăрлăхсене çӗнтерсе ниме пăхмасăр кавир çине тухать.
2016 çулхи çуллахи Олимпиадăна хутшăнакан чăваш хӗрӗ кӗрешӳсӗр пуçне ташăсемпе, гимнастикăпа кăсăкланать. Пушă вăхăчӗ унăн çукпа пӗрех. Вăл Мускаври педагогика университетӗнче тренер-преподавателе вӗренет, бакалавриата çитнӗ. Магистратурăна та кӗнӗ, анчах Олимпиадăна пула унăн административлă отпуск илме тивнӗ.
Паллă ӗнтӗ, хуть те мӗнле спортсменшăн та Олимпиада - пурнăç тӗллевӗ пулса тăрать. Унта пурте хутшăнма кăна мар, çӗнтерме каяççӗ. Сăмах май каласан, хӗрарăмсен кӗрешӗвӗн кураторӗ, Раççей кӗрешӳ федерацийӗн пӗрремӗш вице-президенчӗ Омар Муртузалиев çӗршыва чемпион е призер пулса таврăнакан кӗрешӳçӗ-хӗрсемшӗн премисем палăртса хунă. Ылтăн медальшӗн 100 пин доллар, кӗмӗлшӗн 50 пин доллар, бронзăшăн - 25 пин доллар укçа парăнать.
Халăхсем хушшинчи класслă спорт мастерне, Европа чемпионачӗн призерне, «Гран-при Германии» халăхсем хушшинчи турнирăн кӗмӗл медалисткине, Тӗнче Кубокӗн кӗмӗл призерне, Европа Кубокӗн чемпионкине, хăйӗн виçинче виçӗ хутчен Раççей чемпионки пулма тивӗçнӗ ентеше малашнехи тытăçусенче те çӗнтерӳ кăна сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев