Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Калчасем шăнмаççӗ-и?

Апрель уйăхӗн иккӗмӗш çурринче пирӗн тăрăхра юр çуни тахçантанпах пулман. Çӗр ӗçченӗсене çак çутçанталăк парни уйрăмах пăшăрхантарать. Хирти калчасем çине мӗнле витӗм парӗ вăл, ӳсен-тăран шăнмӗ-и? Тутарстанăн ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсем ТР Ял ху­çалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службине пӗлтернӗ тăрăх, юрлă çумăр пулас тухăçа усă та, сиен те кӳме...

Апрель уйăхӗн иккӗмӗш çурринче пирӗн тăрăхра юр çуни тахçантанпах пулман. Çӗр ӗçченӗсене çак çутçанталăк парни уйрăмах пăшăрхантарать. Хирти калчасем çине мӗнле витӗм парӗ вăл, ӳсен-тăран шăнмӗ-и?

Тутарстанăн ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн специалисчӗсем ТР Ял ху­çалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-службине пӗлтернӗ тăрăх, юрлă çумăр пулас тухăçа усă та, сиен те кӳме пултарать. Пӗр енчен, акана тухмалли вăхăта кăшт каярах куçарать. Ку вара çурхи тырăсен тухăçне çухатусăр пухса кӗртес шанăçа чакарать. Мӗншӗн тесен вӗсене ӗлкӗрсе çитичченех шăрăх пӗтерме пултарать. Тата хурт-кăпшанкă ӗрчес хăрушлăх та пысăк. Тепӗр енчен, юрлă çумăра пула тăпрари нӳрӗк запасне ӳстерет, ку вара ӳсен-тăрана лайăх тымарланма пулăшать.

Специалистсен шучӗпе, паян­хи йӗпе-сапаллă сивӗ çан­­талăк, вăраха каймасан, кӗр­хи тырă калчисене питех сиенлетеймест. Мӗншӗн тесен кӗрхи тулă сакăр градуса, кӗрхи ырашпа тритикали тата сивӗрех çанталăка та чăтаять.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев