Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кая юлсан та...

Кăçал çуркунне ытла кая юлсан та, пахчаçăсем алă усса лармалла тенине пӗлтермест. Çанталăк тăрук ăшăтса яма та пултарать вӗт. Пахчаçăн вара ялан хатӗр пулмалла. - Чи малтан калчасене сивве хăнăхтарма пуç­ламалла. Кун валли калчасене балкон çине е верандăна кăлармалла. Ун пек тума май çук пулсан, вăхăтран вăхăта форточкăсене уçса илмелле....

Кăçал çуркунне ытла кая юлсан та, пахчаçăсем алă усса лармалла тенине пӗлтермест. Çанталăк тăрук ăшăтса яма та пултарать вӗт. Пахчаçăн вара ялан хатӗр пулмалла.

- Чи малтан калчасене сивве хăнăхтарма пуç­ламалла. Кун валли калчасене балкон çине е верандăна кăлармалла. Ун пек тума май çук пулсан, вăхăтран вăхăта форточкăсене уçса илмелле. Унсăрăн калчасем ăшша хăнăхаççӗ те урама тухсан чирлеççӗ. Паллă ӗнтӗ, кун пеккисенчен пысăк тухăç парасса кӗтмелли çук.

- Купăста акмалли вăхăт. Ăста пахчаçăсем çак ӗçе çырмара пăр тапрансан тăваççӗ.

- Апрель уйăхӗн вӗçӗнче калча тума хăяр акмалла. Вӗсене май уйăхӗнче парнике е теплицăна лартмалла.

- Улма-çырла тӗмӗсем папка çурма ӗлкӗриччен хурт-кăпшанкăран сап­мал­ла. Типнӗ, юрпа хуçăлнă туратсене кас­малла. Сурансене сăмалапа сӗрме манмалла мар.

- Çырла тӗмӗсем туянса укçа тăкак­лас мар тесен, шăп çак вăхăтра çӗнӗ хунав валли туратсене çӗр ăшне чиксе тухмалла.

- Апрель вӗçӗ, май пуçламăшӗ улма-çырла тӗмӗсене лартмалли çав тери лайăх вăхăт. Вӗсем лайăх тымарланаççӗ.

- Хăмла çырлисене типнӗ хунавсенчен те тасатма вăхăт. Унăн тăррине 10-15 сантиметр чухлӗ касмалла.

- Çӗр çырлисене типнӗ çулçăсенчен, авкисенчен (усы) тасатмалла. Çырла хăвăртрах ӗлкӗртӗр тесен вӗсене полиэтиленпа витме те юрать.

- Нумай çул ӳсекен чечексен тăприне кăпкалатмалла, çӗрнӗ тислӗк сапса апатлантармалла.

- Кишӗр, укроп-петрушка, сухан, ыхра валли йăран хатӗрлемелле. Çӗрнӗ тислӗк, компост, кӗл тăкмалла. Сухана иртерех лартсан вăл шултрарах пулать, çӗрмест те.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев