Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кĕленчепе хута уйрăмшмар

Тӗрӗссипе, çӳп-çапа уйăрса пухас ыйту пирӗн республикăра та ӗнер-паян кăна тăмасть. Пысăк хуласем майпен ку ыйтăва татса парасси çине куçса пыраççӗ. Тӗрлӗ çӳп-çап (пластик, кӗленче, хут) валли уйрăм контейнерсем ларнине нумай çӗрте курма пулать. Енчен те çӳп-çапа уйăрса пухасси хальччен сӗнӳ пек кăна пулнă пулсан, 2018 çулта çак ӗçе хушса...

Тӗрӗссипе, çӳп-çапа уйăрса пухас ыйту пирӗн республикăра та ӗнер-паян кăна тăмасть. Пысăк хуласем майпен ку ыйтăва татса парасси çине куçса пыраççӗ. Тӗрлӗ çӳп-çап (пластик, кӗленче, хут) валли уйрăм контейнерсем ларнине нумай çӗрте курма пулать. Енчен те çӳп-çапа уйăрса пухасси хальччен сӗнӳ пек кăна пулнă пулсан, 2018 çулта çак ӗçе хушса тутарас шанăç пур. ТР Премьер-министрӗ И.Халиков мартăн 25-мӗшӗнче «Коммуналлă каяшсене (отходсене) пухмалли йӗрке (çав шутра уйрăмшар пухасси те) çинчен» постановление алă пусса çирӗплетнӗ. Постановлени 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет. Муниципаллă йӗркеленӳсем çав вăхăтчен право акчӗсене йӗркене кӗртмелле-мӗн.

Çитес çултан коммуналлă каяшсене пуçтармалли пӗрлехи йӗрке пулать. Вăл шăпах çӳп-çапа уйрăмшар пухса уйăрассине хавхалантар­малла та. Çакă çӳп-çап куписен калăпăшне ча­карма, утилизацие лайăхлатса сиенсӗртерех тума кирлӗ.

Çапла майпа ял-хула хăйтытăмлăх органӗсем çӳп-çап пуçтарма хутшăнмах тивӗ. Анчах çак йӗрке промышленность, строительство, радио­активлă, медицина, биологи каяшӗсене, хура шыва пуçтарса тирпейленӗ чухнехи каяшсене, автомобильсемпе ун пайӗсене тата озон сийне пӗтерекен веществосене пырса тивмест.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев