Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Иккӗмӗш пулас килмест е шуршăлсем, «кайрăмăр!»

Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăлсем кăçал Космонавтика кунне Ю.Гагаринăн «Кайрăмăр!» сăмахӗпе пуçласса шанатпăр. Мӗншӗн тесен кунта А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗçлеме пуçлать. Çитес уйăхран унта радиостанцие вырнаçтарассипе ӗçлӗç. Чăваш халăх сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, çакăн пек шухăш Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем нумаях пулмасть Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ...

Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăлсем кăçал Космонавтика кунне Ю.Гагаринăн «Кайрăмăр!» сăмахӗпе пуçласса шанатпăр. Мӗншӗн тесен кунта А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче шкул ачисен радиостанцийӗ ӗçлеме пуçлать. Çитес уйăхран унта радиостанцие вырнаçтарассипе ӗçлӗç.

Чăваш халăх сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, çакăн пек шухăш Радио юратакансен союзӗн пайташӗсем нумаях пулмасть Шуршӑлти А.Г. Николаев ячӗллӗ шкулта пулсан çуралнă. Вӗсем ун чух 7-9-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӗл пулнă. Ачасемпе Радио юртакансен союзӗн квалификаци комиссийӗн ертӳçи Тимур Юрьев калаçнӑ, вӑл вӗсене радиотехникӑпа çыхӑннӑ кӑсӑклӑ япаласемпе паллаштарнӑ. Тимур Юрьев шкулти радиостанцие уçма Раççейӗн радио юратакансен союзӗ укçа уйӑрса пулӑшассине пӗлтернӗ.

Паллă ентешне Андриян Николаева хисеплесе Космонавтика кунӗнче Шуршăл ачисем радиохумсем çине пуçласа тухӗç. Кун пек чух вара «Кайрăмăр!» сăмахсăр ниепле те май килмӗ. Чăн та, Шуршăл ачисене камсем итлеме пултарассине хальлӗхе сайт асăнмасть.
Юлашки вăхăтра пирӗн çӗршывра «Время первых» тата «Союз-7» фильмсем тухнипе космонавтикăпа кăсăкланасси халăх хушшинче ӳссе пырать, уйрăмах çитӗнекен ăру ăнтăлать çăлтăрсем патне.

«Роскосмо»с студин видеокадрӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев