Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Крымра палăк лартма пулăшу кирлӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Крыма тата Севастополе хӳтӗлесе пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса палăк лартмашкăн укçа-тенкӗ пухас шутпа май уйăхӗн 7-мӗшӗнче ЧНК хастарӗсем, культура комитечӗн пайташӗсем ыр кăмăллăх концерчӗ ирттернине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Унта «Живи и помни» ансамбль, Валерий Клементьев, Вячеслав Христофоров, Вячеслав Вахтеркин, Василий Николаев, Николай Андреев тата...

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Крыма тата Севастополе хӳтӗлесе пуç хунă чăваш салтакӗсене асăнса палăк лартмашкăн укçа-тенкӗ пухас шутпа май уйăхӗн 7-мӗшӗнче ЧНК хастарӗсем, культура комитечӗн пайташӗсем ыр кăмăллăх концерчӗ ирттернине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Унта «Живи и помни» ансамбль, Валерий Клементьев, Вячеслав Христофоров, Вячеслав Вахтеркин, Василий Николаев, Николай Андреев тата ытти юрӑҫсем хутшăннă.

Шупашкарти Культура институтӗнче иртнӗ концерта халăх йышлăн пухăннă-мӗн. Виҫ кĕтеслĕ салтак ҫырӑвĕ евĕр хатӗрленӗ йыхрава 100 тенкĕ тӳлесе илсе концерта килнĕ кашни ҫын пулас палӑк валли хӑйĕн тӳпине хывнă.

«Хурланакан амăшӗ» палăкăн проектне хатӗрлессине, палăка илсе кайса вырнаçтарассине тата пӗр миллион расхута ЧНК президенчӗ, пирӗн ентеш Николай Угаслов хăй çине илнӗ. Çак ырă ӗçе хутшăнакан предприятисем те пур. Анчах та ку укçа сахал-мӗн. Хальлӗхе пурӗ те 300 пин тенкӗ кăна пухăннă. Çавăнпа Конгресс ыр кăмăллăх концерчӗ йӗркелесе халăха çак ырă ӗçе хутшăнма чӗннӗ те.

Аса илтеретпӗр, Чăваш наци конгресĕн президенчĕн Николай Угасловăн пуçарăвĕпе «Хурланакан амăшӗ» палăка Балаклава хулинчи Новиков урамĕнче кăçал август уйăхĕнче уçма хатӗрленеççӗ.

«Хурланакан амăшĕ» палăкăн хакĕ - 6 миллион тенкĕ. Каларăмăр ӗнтӗ, пӗр миллион тенкине ЧНК президенчĕ Николай Угаслов парать. Çавăн пекех Владимир Нагорнов скульптор та хăйĕн гонорарне чакарассине пĕлтернĕ. Ыттине вара ниме мелĕпе пухма тивет. Çак тӗллевпе ятарлă счет та уçнă:

Получатель:

Некоммерческая организация «Благотворительный Фонд Межрегиональной общественной организации «Чувашский национальный Конгресс»

ИНН/КПП: 2128040642/213001001

Целевой счет на строительство памятника «Скорбящая мать»:

40703810775020100310 в Чувашском отделении № 8613 ПАО Сбербанк

БИК 049706609

К/с 30101810300000000609

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев