Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Кулăш

Чăнкă Мирунпа Куштан Вӗçелис Итали тăрăх курса çӳреççӗ. Гид вӗсене авалхи замок ишӗл­чӗкӗсене кăтартать: - Асăрхăр, çак башньăна виçӗ пин çул каялла туса лартнă, - тет вăл. - Мӗн суйса тăратăн? Халӗ мӗнпурӗ те 2017 çул анчах вӗт! - чăтса тăраймарӗ тет Мирун. * * * - Чăнкă Мирун çӗнӗ...

Чăнкă Мирунпа Куштан Вӗçелис Итали тăрăх курса çӳреççӗ. Гид вӗсене авалхи замок ишӗл­чӗкӗсене кăтартать:

- Асăрхăр, çак башньăна виçӗ пин çул каялла туса лартнă, - тет вăл.

- Мӗн суйса тăратăн? Халӗ мӗнпурӗ те 2017 çул анчах вӗт! - чăтса тăраймарӗ тет Мирун.

* * *

- Чăнкă Мирун çӗнӗ лавкка уçнă тет. Туянакансем самант­рах килсе тулаççӗ, улма-çырла туянасшăн. Çавна кура Мирун çийӗнчех çимӗçсен хакне ӳстерет.

- Мӗншӗн апельсин Куштан Вӗ­çелис лавккинчинчен икӗ хут хаклăрах вара санăн? - ыйтаççӗ тавар туянас текенсем.

- Йӳннине Вӗçелис лавккинче туянăр, - тет Мирун.

- Вӗçелис лавккинче апельсин пӗтнӗ çав.

- Апельсинпа ытти кăнтăр çимӗçӗсем манăн лавккара та пӗтсен эпӗ те хаксене икӗ хут йӳнетӗп, - ăнлантарать Чăнкă Мирун.

* * *

Кукша Кӗркури урамра Ахманее тӗл пулать:

- Итле-ха, кӳршӗ, санăн арăму кам çине çапла тăтăшах кăшкăрать? - тесе ыйтать.

- Кам çине пултăр, хамăрăн йытă çине, - аванмарланса хуравлать Ахманей.

- Апла иккен? Мӗскӗн анчăк. Атту ӗнер пӳртрен тухрăм та санăн арăму такама килтен хăваласа кăларассипе хăратать, санăн кунта нимӗн те çук, пӗтӗмпех атте мулӗ тет. Кама вăрçать ку тесе ăнтан кайрăм...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев