Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Культура марафонӗ Петербургра пуçланчӗ

(Ирина Трифонова. З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Раççейӗн çурçӗр, тепӗр тӗрлӗ каласан, культура тӗп хулинче - Санкт-Петербургра январӗн 27-28-мӗшӗсенче чăваш тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ те пысăк мероприяти иртрӗ. Унта «Нумай нациллӗ Раççей халăхӗсен культури» марафон пуçланчӗ. Проекта РФ Президенчӗн гранчӗпе Чăваш наци конгресӗ пурнăçлать. Асăннă марафон январьтен пуçласа август уйăхӗччен Раççей регионӗсенчи тӗрлӗ хуласенче иртмелле,...

(Ирина Трифонова. З.Яковлева сăнӳкерчӗкӗ). Раççейӗн çурçӗр, тепӗр тӗрлӗ каласан, культура тӗп хулинче - Санкт-Петербургра январӗн 27-28-мӗшӗсенче чăваш тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ те пысăк мероприяти иртрӗ. Унта «Нумай нациллӗ Раççей халăхӗсен культури» марафон пуçланчӗ. Проекта РФ Президенчӗн гранчӗпе Чăваш наци конгресӗ пурнăçлать. Асăннă марафон январьтен пуçласа август уйăхӗччен Раççей регионӗсенчи тӗрлӗ хуласенче иртмелле, Ленинград облаçӗ унăн пӗрремӗш тапхăрӗ пулни хăйне май символлă.

Марафона уçнă çӗре чи пысăк делегаци, паллах, Чăваш Енрен килнӗ, ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ертсе пыракан делегацие грант проекчӗн йӗркелӳ комитечӗ, конгресăн регионти, районсенчи ертӳçисемпе представителӗсем, активисчӗсем кӗнӗ. Пӗтӗмпе мероприятие Раççейӗн 12 регионӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗсен представителӗсем тата Эстонирен хутшăннă, пӗлтерет ЧНК пресс-служби.

Ӗçлӗ калаçусемпе тӗлпулусем умӗн делегатсем малтан кăштах хулапа паллашнă. Ленинград облаçӗн чăваш обществин ертӳçи Валериан Гаврилов ку ӗçе хăй çине илнӗ, Санкт-Петербург тăрăх кӗске экскурси йӗркеленӗ.

Çав кунах «Чăваш наци конгресӗн пуласлăхӗ - çамрăксен ӗçӗсенче» темăпа çавра сӗтел иртнӗ. Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисен, Ленинград, Мурманск, Чулхула, Самар, Тюмень, Ульяновск облаçӗсемпе Мускавпа Петербург хулисен çамрăкӗсем хутшăннă. Çакăнта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов кӗçӗн делегатсене çамрăксен политикипе хăйсен шухăшӗсемпе идейисене активлăрах пӗлтерме ыйтнă.

Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономин представителӗн тивӗçӗсене ку хутӗнче юрăçă Вера Кожеманова (Семенова) пурнăçларӗ. Вăл делегатсене автономи председателӗн Дмитрий Самаренкинăн саламлă çырăвне вуласа панă, Тутарстан чăвашӗсен ятӗнчен парне тунă. Мероприяти вӗçленес умӗн Петӗр Хусанкайăн сăввипе кӗвӗленӗ «Çывăр, аптраман тавраш» сăпка юррине юрласа савăнтарнă.

Туслăх Çуртӗнче тӗпленнӗ Марафонăн пӗрремӗш кунӗ пулăмсемпе пуян пулнă: чăваш тӗррипе, пуçа тăхăнмалли капăрлăхсемпе, ташă-юрă искусствипе, поэзи-прозăпа мастер-классем иртнӗ. Вӗсемпе ытти наци çыннисем те интересленни йӗркелӳçӗсене уйрăмах савăнтарнă.

Январӗн 28-мӗшӗнче пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутне Ленинград облаçӗн Туслăх Çурчӗпе Чăваш наци конгресӗ хушшинче Килӗшӳ çирӗплетнине кӗртмелле. Ăна ЛО Туслăх Çурчӗн директорӗ Владимир Михайленкопа Николай Угаслов алă пусса çирӗплетнӗ. Енсен шучӗпе, çак документ наци культурисене аталантарассипе упраса хăварассинче ытларах майсем уçса парать.

Çак кунах Туслăх Çуртӗнче чăваш наци культурин интерактивлă музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен шутне хăйсен япалисене парнелесе поэтесăсем Раиса Сарпипе Светлана Асамат, çыравçă Виталий Золотов ӳстернӗ. Тепӗр пулăмсен шутне - Питӗрте пурăнакан ӳнерçӗн Александр Федоровăн куравӗ уçăлнине, «Халăхсен наци çитӗнӗвӗсем - Раççей çитӗнӗвӗсем: Ленинград облаçӗнчи чăваш культури» çавра сӗтел ӗçне кӗртмелле. Çавра сӗтеле регионсенчи чăваш автономийӗсен представителӗсемсӗр пуçне ытти халăх çыннисем те хутшăннă.

Паллах, ку мероприяти пысăк интерес çуратать. Çавăнпа Вера Семенова Санкт-Петербургран таврăнсанах унпа тӗл пулса калаçрăмăр. Ун сăмахӗсемпе, кун йышши анлă тӗлпулусем чăвашсене кирлех.

«Маншăн вăл çӗнӗ юлташсем тупнипе, творчество чиккисене анлăлатма пулнипе хаклă пулчӗ. Унта хамăн икӗ юрра юрларăм. Каярах темиçе çын та ман пата пырса юрăсем чăваш эстрадишӗн çӗнӗлӗх пулнине каларӗç. Паллах, кăмăллă ӗнтӗ илтме. Хăш-пӗри хăйӗн чун ыратăвне те пӗлтерчӗ. Нумайăшӗ юрăçсем плюсовкăпа сцена çине тухнине хирӗç, ăна куракана улталанипе танлаштараççӗ. «Эпир вӗт, музыка училищинче вӗреннӗ, академи вокалӗ енӗпе», - терӗç пăшăрханса. Чăн та, малалла аталанмашкăн тӗлпулусем кирлӗ. Çитменлӗхсемсӗр те марччӗ, анчах вӗсене асăнар мар. Çавах та марафон пӗрремӗш хут иртет. Ытти енӗпе йăлтах йӗркеллӗ пулчӗ», - пӗлтерчӗ хăй шухăшӗсене Вера Семенова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев