Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Мӗн тӳснине сăмахпа калама çук

Пӳртре кукăль шăрши сăмсана ачашшăн кăтăклать. Сӗтел хушшинче тăхăр вунă çула çитнӗ ватă карчăк (1927 çулхи августăн 19-мӗшӗнче Хирти Кушкă ялӗнче çуралнă манăн пăянам Елена Петровна Албутова) хăйӗн иртнӗ пурнăçне аса илсе шухăша путса ларать. Ватă карчăкăн пӗркеленнӗ пичӗ тăрăх куççуль тумламӗсем шăпăртатса анаççӗ: - Вăрçă пӗтӗм халăха сăмахпа каласа...

Пӳртре кукăль шăрши сăмсана ачашшăн кăтăклать. Сӗтел хушшинче тăхăр вунă çула çитнӗ ватă карчăк (1927 çулхи августăн 19-мӗшӗнче Хирти Кушкă ялӗнче çуралнă манăн пăянам Елена Петровна Албутова) хăйӗн иртнӗ пурнăçне аса илсе шухăша путса ларать. Ватă карчăкăн пӗркеленнӗ пичӗ тăрăх куççуль тумламӗсем шăпăртатса анаççӗ:

- Вăрçă пӗтӗм халăха сăмахпа каласа пама çук пысăк инкек кӳрсе хăварчӗ. Колхозсенче ӗçлесе вăйпитти арçынсем вăрçа кайса пӗтрӗç. Пӗтӗм арçын ӗçӗ ялта çап-çамрăк хӗрсемпе каччăсем çине тиенчӗ, - ассăн сывларӗ пăянам.

Вăл вăхăтра чи лайăх машинăсене, тракторсене, чи вăйлă лашасене пурне те вăрçа ăсатнă. Колхозсенче ака-сухара тата ытти йывăр ӗçсенче вăкăрсем кӳлнӗ. Хӗрарăмсем хăйсем сухапуç тытса пахчасенче çӗрулми, колхоз хирӗсенче тырпул акнă. Пăянам калама тытăнсан нумай-нумай хăватлă ӗçсем тунисене асăнать. Вăрçă пуçланнă çул вăл 14-ри хӗр ача çеç пулнă-ха.

- Хире кӗлте пуçтарма çӳреттӗмӗр, ялта арçын çитменнипе тырра вăхăтлă пуçтарса илейменрен кӗлтесем юр айне юлатчӗç. Юр айӗнчен пуçтараттăмăр тырра, хӗл каçиччен молотилкăпа çапаттăмăр. Пӗррехинче пире, 70 яхăн çап-çамрăк хӗрпе качча, Упи ялне (Кушкăран 60 çухрăм. Çӗпрел районӗ.) вăрлăх илме кăларса ячӗç. Пурте çунасем туртса утрăмăр çуркуннехи юрлă-шыв­лă çанталăкра Чăнлă çыр­мипе. Кайма аванччӗ - ирхине пăр хытă шăннă. Таврăнма вара аванах пулмарӗ. Çунасем çинче тулли михӗсем. Шыв çийӗн каçса килтӗмӗр. Ялтисем кӗтме тухнă, вӗсем пире шыва кайрӗç пулӗ тесе те питӗ хăранă. Хирӗç чупаççӗ, пурте йӗреççӗ. Ял кӗрлесе тăрать. Çавăн хыççăн нумай çамрăк шăнса чирленипе çӗре кӗчӗ, - юхса аннă куçуллине шăлса илчӗ пăянам.

- Каласа пӗтерме те çук эпир вăрçă вăхăтӗнче мӗн курнине. Вăрман касма та çӳренӗ, пӗтӗм арçын ӗçне пире хушнă. Çав вăхăтрах тата вăййа тухма та вăхăт тупаттăмăр вӗт-ха, - сăнӗ çуталать пăянамăн. - Хамăр илемлетсе тӗрленӗ пир кӗпесем тăхăнаттăмăр та, карталанса тăрса вăйă калаттăмăр. Улах лараттăмăр, алă ӗçӗ тăваттăмăр - тӗрленӗ, чӗнтӗр çыхнă. Алсиш-нускисем салтаксем валли нумай çыхаттăмăр.

Пăянам чылайччен хускалмасăр шухăша кайса ларчӗ, унтан каллех калаçма пуçларӗ.

- Вăрçă чарăнсан та нуша пӗтмен-ха. Веçех алă вăйӗпе ӗçлеттӗмӗр, лашасем вăйсăр. Хирсене алă вӗççӗн, кӗреçепе чаваттăмăр. Арçынсем вăрçăран таврăниччен хирсем çарана çаврăнчӗç.

1951 çулта пăянам Альших ялне качча тухнă.

- Мăшăрпа иксӗмӗр те колхозра вăй хутăмăр. Çемьере пирӗн пилӗк ача - тăватă ывăл тата пӗр хӗр çуралчӗ. Килте пирӗнпе пӗрле тата ватă пăянам, ачасен асламăшӗ пурăнчӗ. Ачасем ăна питӗ юрататчӗç: асанне, асанне кăна тесе тăратчӗç. Пăянам эпӗ килнӗ çулах ӗнтӗ 73 çулти ватă хӗрарăмччӗ. Пӗрле тата 30 çул пурăнтăмăр вӗт, - тӗлӗнсе калать пăянам. - Мăшăрăм, Ваççук, колхозра хисеплӗ комбайнерччӗ. Нумай çул ялта Хисеп хăми çинче те сăнӳкерчӗкӗ çакăнса тăчӗ. Вăл вăрçă хирӗнче те тăшмансемпе кӗрешнӗ, анчах та пурнăçӗ кӗске пулчӗ, çамрăклах вăхăтсăр çӗре кӗчӗ. Вара ватă пăянампа иксӗмӗрӗн ачасене ура çине тăратмалла пулчӗ. Аслисене авлантартăмăр, кӗçӗннисене салтака ăсататса кӗтсе илтӗмӗр. 1981 çулхине 103 çула çитнӗ пăянама тирпейлесе пытартăмăр, - тет пăянам.

Халӗ ӗнтӗ манăн пăянам хăй те тăхăр вунă çула çитрӗ. Вăл вунă мăнукӗпе тата çичӗ кӗçӗн мăнукӗпе савăнса пурăнать.

- Пирӗн асанне мăнуксенчен пуян, - тесе савăнтараççӗ мăнукӗсем ăна. Асламăшӗ куллен кӗлтуса вӗсемшӗн сывлăх, телей тата тăнăç пурнăç ыйтать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев