Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Николай Угаслов 65 тултарчӗ

Эпӗ ăна 13 çул ытла пӗлетӗп. Эпир, ентешсем пулнăран, пӗр чӗлхе хăвăрт тупрăмăр. Тӗлӗнмелле пек те, анчах вăл манпа халь курсан та, унчченхи (ЧР Патшалăх Каншӗн депутачӗ пуличченхи, ЧНК Президенчӗ пуличченхи, паллă меценат ятне иличченхи, кирпӗч завочӗн хуçи пуличченхи) пекех калаçать. Çавăншăн хисеплетӗп те ăна. Çынлăхне çухатманшăн. Тата, вăл ыттисем...

Эпӗ ăна 13 çул ытла пӗлетӗп. Эпир, ентешсем пулнăран, пӗр чӗлхе хăвăрт тупрăмăр. Тӗлӗнмелле пек те, анчах вăл манпа халь курсан та, унчченхи (ЧР Патшалăх Каншӗн депутачӗ пуличченхи, ЧНК Президенчӗ пуличченхи, паллă меценат ятне иличченхи, кирпӗч завочӗн хуçи пуличченхи) пекех калаçать. Çавăншăн хисеплетӗп те ăна. Çынлăхне çухатманшăн.
Тата, вăл ыттисем пек нумай калаçманшăн хисеплетӗп. Ӗç тăвакан çын. Ӗçӗ те пулса пырать хăйӗн. Миçе чиркӳ тума пулăшнине шутламăпăр, чăваш кӗрешӗвӗн миçе турнирне хăй укçипе ирттернине хисеплемӗпӗр, вăл вӗт тата чăваш культуринче тарăн йӗр хăварнă çынсен ячӗсене ӗмӗрлетме пулăшрӗ. Тутарстанра кăна И.Я.Яковлева (Кăнна Кушки), Николай Полорусов-Шелепине (Аксу), Петр Дементьева (Кивӗ Çӗпрел) палăксем лартрӗ. Вăл пулман пулсан, тăвăнӗччӗç-и-ха çав постаментлă бюстсем пирӗн республикăра? Питӗ иккӗленетӗп. «Тутарстан чăвашӗсем» альбом-кӗнеке тата - вăл вӗт хăйне пӗр монумент!

Çынсем тӗрлӗрен пăхаççӗ пулӗ ун пек çынсем çине. Сӗрме пуян, улпут теме пăхакансем те çук мар-тăр. Анчах советсен вăхăчӗ, Перестройка витӗр иртнӗ çынсене никама та ашшӗ-амăшӗнче пурлăх юлман, вӗсем йăлтах хăйсен аллипе тата ăс-хакăлӗпе ӗçлесе илнӗ. Кам-тăр чӗлхепе чул касать, кам-тăр 12 хутлă çуртсем тăвать. Кашни хăйне кирлӗ çул суйласа илет. Угаслов тӗсетӳ çулӗпе пыни мана савăнтарать. Мӗн чухлӗ укçине вăл ыркăмăллăх ӗçӗсем валли парать! Тăван халăхшăн тава тивӗçлӗ ӗçсем тата та ытларах тума вăй-хал сунас килет ăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев