Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Нумай кирлӗ-и ват çынна савăнтарма?

Акă епле маттур каччăсемпе хӗрсем вӗренеççӗ пирӗн Хурăнвар шкулӗнче. Ватăсене хисеплеççӗ, пулăшма çӳреççӗ. 6-мӗш класра вӗренекенсем: Женя Кучеров, Данил Чернов, Александра Зайцева, Юлия Муллина, Юлия Мурдускина, Елена Семеновна март уйăхӗнчи пӗр хӗвеллӗ кун, хăйсем те хӗвел пек кулса ман пата килсе кӗчӗç те, килкартинчи юра чупса çӳресе тасатса та хучӗç....

Акă епле маттур каччăсемпе хӗрсем вӗренеççӗ пирӗн Хурăнвар шкулӗнче. Ватăсене хисеплеççӗ, пулăшма çӳреççӗ. 6-мӗш класра вӗренекенсем: Женя Кучеров, Данил Чернов, Александра Зайцева, Юлия Муллина, Юлия Мурдускина, Елена Семеновна март уйăхӗнчи пӗр хӗвеллӗ кун, хăйсем те хӗвел пек кулса ман пата килсе кӗчӗç те, килкартинчи юра чупса çӳресе тасатса та хучӗç. Эпӗ вара савăнса пăхса тăтăм. Нумай кирлӗ-и пире ватăсене?
Питӗ тӗрӗс воспитани парса, хӗрсемпе каччăсем вӗрентсе кăларать пирӗн хурăнвар шкулӗ.
Чыс та мухтав сире вӗрентекенсем, ашшӗ-амăшӗсем. Ачасене вара (пире ватăсене пулăшнăшăн) яланах уçă çул, вӗренӳре ăнăçу, çирӗп сывлăхпа телей сунатăп. Ӳссе çитсен чăн-чăн юрату пиллетӗп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев