Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Октябрӗн 5-мӗшӗ - Учитель кунӗ

Çыннăн шăпи нумай чухне вулама тата çырма, ырă та тӳрӗ кăмăллă пулма вӗрентекен педагогран килет. Ахальтен мар пиртен кашнийӗ хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне астăвать, ăна ырăпа асăнать. Учитель ӗçӗ чи пархатарлă ӗç, вăл пӗлӳ тӗнчине алăк уçса парать, тăван çӗршыва юратма вӗрентет. Вӗрентӳ системи паянхи кун тӗрлӗрен инновациллӗ программăсемпе пуянланчӗ. ЕГЭ...

Çыннăн шăпи нумай чухне вулама тата çырма, ырă та тӳрӗ кăмăллă пулма вӗрентекен педагогран килет. Ахальтен мар пиртен кашнийӗ хăйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне астăвать, ăна ырăпа асăнать. Учитель ӗçӗ чи пархатарлă ӗç, вăл пӗлӳ тӗнчине алăк уçса парать, тăван çӗршыва юратма вӗрентет.

Вӗрентӳ системи паянхи кун тӗрлӗрен инновациллӗ программăсемпе пуянланчӗ. ЕГЭ кăна мӗне тăрать. Йывăрлăхсем сахал мар, çав шутра «хут ăшне путни» те. Çапах вăхăт саманапа тан утма чӗнет. Вӗрентӳ процесне çӗнӗ методикăсем кӗреççӗ. Ман шутпа чăн-чăн учитель вăл новатор та, консерватор та. Ахальтен каламаççӗ вӗт, иртнине упраса çӗнни патне çул хывакан кăна чăн-чăн педагог пулма пултарать тесе.

Хăш вăхăтра та Учитель - никӗс хываканни, ачасене çунатлантарса пурнăç вӗçевне хатӗрлекенни. Малашне те вӗренекенсемшӗн тӳрӗкăмăллăх, пархатарлăх, тӗрӗслӗх идеалӗсем пулса юлма сунтатăп сире, хисеплӗ вӗрентекенсем. Телейлӗ пулăр, сывă пулăр! Çăмăл мар ӗçӗрте ăнăçу сунатăп!

Консатантин МАЛЫШЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев