Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Осинăври стажировка

Хусанти (Атăлçи) федераллă университет çумӗнчи Вӗ­рен­тӳ ӗçченӗсен квалифика­ци­не ӳстерекен центрăн рес­­­­­пуб­ликăри тăван чӗлхе учи­­­­­те­лӗсен курсӗсен итлеке­нӗсем ноябрӗн 17-мӗшӗнче Ешӗл­вар районӗнчи Осиново поселокӗнчи В.В.Карпов ячӗллӗ лицейра стажировкăра пулчӗç. Мероприяти «Учителӗн аттестаци шайӗнчи пултарулăх отчечӗ - професси компетентлăхне ӳстерессипе творчество ӳсӗмне хавхалантарассин уй­рăм форми» темăпа иртрӗ. Мероприятие Элмет, Çарăмсан, Нурлат, Элкел, Çӗнӗ...

Хусанти (Атăлçи) федераллă университет çумӗнчи Вӗ­рен­тӳ ӗçченӗсен квалифика­ци­не ӳстерекен центрăн рес­­­­­пуб­ликăри тăван чӗлхе учи­­­­­те­лӗсен курсӗсен итлеке­нӗсем ноябрӗн 17-мӗшӗнче Ешӗл­вар районӗнчи Осиново поселокӗнчи В.В.Карпов ячӗллӗ лицейра стажировкăра пулчӗç. Мероприяти «Учителӗн аттестаци шайӗнчи пултарулăх отчечӗ - професси компетентлăхне ӳстерессипе творчество ӳсӗмне хавхалантарассин уй­рăм форми» темăпа иртрӗ. Мероприятие Элмет, Çарăмсан, Нурлат, Элкел, Çӗнӗ Шуçăм, Аксу, Чистай, Теччӗ, Пăва, Çӗпрел, Кайпăç, Апас, Спас, Муслюм районӗсенчи чăваш, мари тата ытти халăхсен тăван чӗлхе учителӗсем хутшăнчӗç.
Стажировка вăхăтӗнче педагогсем тӗрлӗ темăсемпе док­ладсем итлерӗç, вырăнти вӗрентекенсем вырăс, тутар, акăлчан чӗлхи предмечӗсемпе хатӗрленӗ уçă уроксене пăхрӗç, çавра сӗтел ӗçне хутшăнчӗç, лицейри таврапӗлӳ му­зейӗн ӗçӗпе паллашрӗç.
Лицей нумай нациллӗ шкул пулнăран, вырăнти педагогсем ачасем хăйсен тăван чӗлхипе тымарӗсене ан манччăр тесе нумай тăрăшаççӗ. Çакна пӗтӗм республикăран килнӗ педагогсем валли кăтартнă «Эпир хамăр туслăхпа вăйлă!» концерт та çирӗплетрӗ. Лицей ӗçченӗсемпе вӗренекенсем ăна питӗ çӳллӗ шайра хатӗрленӗ. Мария Ефимова (4а класс) тата Анна Рубцова (6г класс) чăваш хӗр ачисем тăван чӗлхепе сăвă каларӗç, мари ачисем марилле, вьетнамсем вьетнамла юрă юрларӗç, кăркăс хӗр ачи комуспа халăх кӗввине кăларчӗ. Пуçламăш класс вӗренекенӗсем лезгинка ташларӗç, лицей çумӗнчи «Балагуры» ансамбле çӳрекен ачасем куракансене вырăс халăх юррисемпе савăнтарчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев