Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пăва районĕнчи чăвашсен ĕçĕ кал-кал пырать

Пăва районӗнчи ЧНКЦ Канашӗн черетлӗ ларăвӗ июнӗн 12-мӗшӗнче Чăваш Киштек ялӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ. Ларăва ЧНКЦ Председателӗ Владимир Ильин уçрӗ. Пухăннисем 2016 çулхи пӗрремӗш çур çулта палăртнă ӗçсене еплерех пурнăçланине пăхса тухрӗç, иккӗмӗш çурçуллăхра мӗнле ӗçсем ирттермеллине палăртрӗç. Владимир Анатольевич 2017 çулта тата пысăкрах тӗллевсем лартмалли çинчен калаçрӗ. Евгений Афанасьев...

Пăва районӗнчи ЧНКЦ Канашӗн черетлӗ ларăвӗ июнӗн 12-мӗшӗнче Чăваш Киштек ялӗнчи Культура çуртӗнче иртрӗ. Ларăва ЧНКЦ Председателӗ Владимир Ильин уçрӗ. Пухăннисем 2016 çулхи пӗрремӗш çур çулта палăртнă ӗçсене еплерех пурнăçланине пăхса тухрӗç, иккӗмӗш çурçуллăхра мӗнле ӗçсем ирттермеллине палăртрӗç. Владимир Анатольевич 2017 çулта тата пысăкрах тӗллевсем лартмалли çинчен калаçрӗ. Евгений Афанасьев кăмăл тăвакансемшӗн Тăхăрьял музейӗнче çулла та экскурсисем ирттерме хатӗр пулнине пӗлтерчӗ. Музейра ятарласа курав кунӗ йӗркелеме те сӗнчӗ Евгений Ильич. Леонид Глинкин пур чăваш ялӗсенче иртекен мероприятисене хастар хутшăнма шантарчӗ. Членский взноссене пухассине йӗркере тытса пыма сӗнчӗ. Константин Малышев ЧНКЦ Канашӗн членӗсене пурне те пӗр евӗрлӗ тӗрӗсемпе илемлетнӗ чăваш тумӗсем çӗлеттерме сӗнчӗ. Ку енӗпе Çӗпрел районӗнчи чăваш ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсенчен тӗслӗх илме пулать. Роберт Гордеев Рункăра хальхи йышши спорт площадки туни çинчен пӗлтерчӗ. Иккӗмӗш çурçуллăхра палăртнă спорт мероприятийӗсене çак ял хутлăхӗнче ирттерме сӗнчӗ. Михаил Вериялов шкул ачисемпе «Тăхăрьял ункинче» çулçӳревре пулнине асăнса хăварчӗ тата ЧНКЦ пайташӗсемпе çакнашкал çулçӳрев ирттерме сӗнчӗ. Наталья Ракова «Уяв» фольклор ансамблӗ акатуйсене хастар хутшăннине тата Шупашкарпа Нурлат хулисенче пулакан уявсене хутшăнма хатӗрленни çинчен каларӗ. Юрий Кузьмин спорт вăйисене ачасене кăна мар, аслисене те хутшăнтарма сӗнчӗ. Ун сăмахӗсемпе ăмăртусене пӗрле тусан аванрах пулмалла. Тата мухтава тивӗçлисене ӗçленӗ чухне чыслама сӗнчӗ вăл. Евгений Савельев та ку сăмахсем çумне хутшăнчӗ. Сопрт вăййисене ЧНКЦ пайташӗсем хушшинче ирттерсен те аван пулассине пӗлтерчӗ вăл. Чăваш центрӗ ирттерекен мероприятисене пулăшма яланах хатӗр пулнине çирӗплетрӗ.Иван Палов çитес çулсенче малашне те «Выля хут купăс» уява Чăваш Киштек ялӗнче ирттерме палăртнине пӗлтерчӗ. Михаил Якушев Çӗнӗ Мертлӗре çуралнă Александр Кăлкана асаăнса çакнă хăмана улăштарса урăх вырăна куçарса хума сӗнчӗ. Часах çак ялта çӗнӗ Культура çурчӗ уçăлмалла, ун стени çинче Кăлкан сăнӗ пулсан вырăнлăрах пек туйăнать пенсионера. ЧНКЦ Канашӗн членӗсем çак кун хăйсен йышне Чăваш Киштекӗнчи Виталийпе Нина Яковлевсене йышăнчӗç. Вӗсем пӗр мероприятирен те юлмаççӗ, май килсен йӗркелекенсене юрă юрлассипе, видео ӳкерессипе пулăшаççӗ. Пуху Евгений Ильич Афанасьева иртнӗ юбилейӗ ячӗпе ăшшăн саламланипе вӗçленчӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев