Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пуçсăр юланутсем

Пурте ӗнтӗ ача чухне вуланă пулӗ Майн Рид çыравçăн «Пуçсăр юланут» романа, анчах та хальхинче калаçу роман çинчен мар, паянхи пурнăç пирки пырать. Çавна кура, юланутсем пуçсăр пулсан та, утсем самаях уйрăлса тăраççӗ - хурçă утсем, хăвăртлăхӗ те икӗ ӗмӗр авалхипе танлаштарнă хушăра пилӗк-ултă хутчен пысăкрах. Мускав çывăхӗнче, ав, трасса...

Пурте ӗнтӗ ача чухне вуланă пулӗ Майн Рид çыравçăн «Пуçсăр юланут» романа, анчах та хальхинче калаçу роман çинчен мар, паянхи пурнăç пирки пырать. Çавна кура, юланутсем пуçсăр пулсан та, утсем самаях уйрăлса тăраççӗ - хурçă утсем, хăвăртлăхӗ те икӗ ӗмӗр авалхипе танлаштарнă хушăра пилӗк-ултă хутчен пысăкрах. Мускав çывăхӗнче, ав, трасса çинче хăвăртлăх сехетне çӗр çирӗм çухрăмпа танлашать, çавах та вăл хула тулашӗнче, пуçсăр юланутсем вара çакăн пек хăвăртлăхпа урам тăрăх аскăнаççӗ. Интернет танатинче сахал мар видео курăм тупма пулать вӗсен паттăрлăхӗ çинчен, ирсӗрсене вилӗмсӗр пуçне нимӗн те чарас çук: ырă сăмах та, саккун та, саккуна хирӗç вӗсен тӗпсӗр кӗсъе пур, ырă сăмаха вара вӗсем ăнланмаççӗ те унтан иртнӗ те. Вăл путсӗрсем çӳренине пăхнă хушăра опытлă автоинструкторсен çӳçӗсем вирелле тăраççӗ. Питӗ кăсăклансан çакă ыйтупа, интернетра тӳрӗрен-тӳрӗ кăларăм та курма пулать. Çавăнтах çӗнӗ шӳт ытахальтенех çӳремест пулӗ пуçсăр юланутсем пирки: кам нумайрах çынна çапса каять те чи айван айăпланать», текенни.

«Паянхи куна саккун вӗсемшӗн мар текен пӗр сыпăк ăру çитӗнсе çитрӗ», - тесе ăнлантарать çакă ирсӗрлӗхе Руслан Осташко эксперт. Кунта кăшт çеç ултав та пур, çавăн йышши пуçсăрсем унччен те пурччӗ», «ылтăн яшлăх» таврашӗсем, вăл вăхăтра хурçă утсем те сахалрахччӗ те тата мӗнле те, саккуна кăшт пăхăнатчӗç, ытлашшине иртӗхместчӗç. Халӗ пуçсăр юланутсем çеç мар, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем те саккун çине сураççӗ кăна, урăхла вӗсен хăтланăвне ăнкартма май çук: ывăлӗ е хӗрӗ çынна çапса кайса вӗлерет, ашшӗ çул хуралӗсене ӗçрен кăларассипе хăмсарать. Тата çакă пуш вырăнта мар, тӗслӗхсем аванах, кашни эрне пуçне тенӗ пек. Мускавра пуçсăр юланутсене «çул çинчи эсрелсем» тесе ят кăларнă, çакă вара пӗтӗмпех тӗрӗс, ăс-тăнлă çын 200-300 çухрăм хăвăртлăхпа хула урамӗ тăрăх нихăçан та çӳрес çӳк, çыннăн пурнăçӗшӗн мар-тӗк, хăйӗн пурнăçӗшӗн шикленсе. Иртнӗ çулхине Мара Багдасарянпа тусӗсем хăйсен çул хуралӗсемпе «Гелендваген» çинчи чупăшувӗпе пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерчӗç, çавна Интернетра тăратнă хыççăн. Çакăн пек пулăм чи юлашки патшалăхра та пулас çук. Германире, Берлин хули тăрăх икӗ çамрăк çӗр çитмӗл çухрăм хăвăртлăхпа пынă хушăра 69-ти пенсионера ăнсăртран вилмелле çапса каяççӗ. Суд вӗсене айăпласа, иккӗшне те ӗмӗрлӗхе тӗрмене хупма йышăннă. Çавах та, вăл Германи, нимӗç халăхӗ саккуна пăхăнса пурăнма хăнăхнă, эпир вӗсемпе танлаштарнă хушăра, светофор çинче хӗрлӗ çунсан та, çул уçă-тăк - пӗр шикленмесӗр урлă каçатпăр, вӗсем вара - çук. Пирӗн тата апла тăвас пулсассăн, тӗрмесем те çитеес çук, ӳсӗр пуçпа кăна хăшӗ пӗри вăтăршар хутчен çакланать çул хуралӗсене çулталăк хушшинче. Куна ӗнтӗ ниепле те тавçăрма пулмасть.

Çӗнӗ пурнăç хуçисем хăйсен çитӗннӗ ылтăн тӗпренчӗкне вуникӗ миллион тенкӗ таранччен таякан машинăсем парнелеççӗ. «Лукойл» компанийӗн вице-президенчӗ евӗр, халăха мăшкăлласа акцисемпе дивидент 400 тенкӗ тӳлеççӗ: çур литр илме çителӗклӗ, тенӗн. «Гелендваген» çинчи «ăмăртăва» тепӗр хутчен аса илсен, шӗкӗр хула полицийӗн пуçлăхӗ уголовнăй ӗç пуçарма та шантарнăччӗ, тӗрӗспе вара, тепӗр кунхине отставка ыйтса рапорт çырать. Мӗншӗнне, каламасăрах паллă. Никама та икӗ пурнăç парăнман, кашнийӗн пурăнас килет. Çакă пулăмсем пӗтӗмӗшле илсен, саккун çине, урапа турти çине пăхнăн, пулнинчен килет: кама пуçран шăлаççӗ, кама вара пӗр çукшăнах хупса та хураççӗ. Валерий Николаев артиста илер: çынна çапса кайса, çул хуралӗ çине алă çӗклесе те вăтăр пин тенкӗпе çырлахрӗ. Ку мӗнле, тӗрӗс-и? Çул çинче-и е кулленхи пурнăçра-и саккун пуриншӗн те пӗр пулма тивӗç: халăхшăн та, çӗнӗ пурнăç хуçисемшӗн те, çавăн чухне кăна пурте вырăнла та йӗркеллӗ пулать. Ара, паянхи кун вӗт тротуар тăрăх хăш чухне çӳреме шикленӳллӗ, пуçсăр юланутсем нимӗне те пăхмаççӗ тата тепӗр сăлтав вӗсемшӗн çавнашкал хăтланма: телевизор, хаçатсем ăмăртса çутатаççӗ вӗсен паттăрлăхне, хӗтӗртнӗ евӗр: ашкăнăр, эсир те телеэкран çăлтăрӗ пулатăр, тенӗн. Иртнӗ ӗмӗрте, кулăшла нимӗç халăхӗ Совет Союзӗ çине тӗллесе: кун йышши пурăнма юрамасть, тесе ,калать, тенӗ сăмах çӳретчӗ. Паян вара эпир ятарласа çавă каларăша тӗрӗсе кăларас тӗнен хăтланатпăр. Тăван çӗршыв çинчен каланă хушăра халăх çинчен манаççӗ, халăх пирки сăмах хускатсан - пат ют çӗршывра.

Эсир мӗнле шутлатăр? Коментарисем кӗтетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев