Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Пуху кăлтăксăр иртрӗ

Тутарстанри чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртнӗ кун çул питӗ пăрлак пулнипе хăш-пӗр районсен делегацийӗсем Хусана килсе çитеймерӗç. Делегатсен шучӗ 116 кăначчӗ. Çапах ку кворумлăх çителӗклӗ пулнипе Конференцие пуçлас терӗç. Ăна пирӗн хаçат корреспонденчӗ, ЧНКА председателӗн çумӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пынă Ирина Трифонова ертсе пычӗ. ТР Патшалăх Канашӗн...

Тутарстанри чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртнӗ кун çул питӗ пăрлак пулнипе хăш-пӗр районсен делегацийӗсем Хусана килсе çитеймерӗç. Делегатсен шучӗ 116 кăначчӗ. Çапах ку кворумлăх çителӗклӗ пулнипе Конференцие пуçлас терӗç. Ăна пирӗн хаçат корреспонденчӗ, ЧНКА председателӗн çумӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пынă Ирина Трифонова ертсе пычӗ.
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тата ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов çак Конференцие хутшăнни Тутарстанри чăвашсен пухăвӗн статусне тата та çӳллӗ шая çӗклерӗ. Президиумра вӗсемсӗр пуçне ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пынă Евгений Морозов ларчӗç.

Евгений Морозов автономие пӗр çул ертсе пычӗ, анчах отчетне виçӗ çулшăн çырнă. Апла пулин те отчет доклачӗ тулли пулнă пек туйăнмарӗ делегатсене, ку енӗпе ăна критиклекенсем те пулчӗç. Морозов пуçлăх тивӗçӗсене пурнăçланă тапхăра тӗрлӗрен хаклама пулать. Шел пулин те, Яковлев пуçласа хăварнă чылай ӗçе вăл вӗçне-хӗрне çитереймерӗ. Сăмахран, «Чи лайăх чăваш ялӗ», «Чи лайăх чăваш шкулӗ» конкурссене çаплах пӗтӗмлетеймерӗç. Апрель уйăхӗнче Аксура ирттерме палăртнă отчетпа суйлав Конференцине те тăваймарӗç. Чăваш отличникӗсен слечӗ те кăçал пулмарӗ, «Выля, хуткупăс!» фестиваль-конкурс пирки те паллă мар-ха. Яковлев команди малтанхи хăватпа ӗçлеймерӗ. Те итлесшӗн пулмарӗç ăна чăвашсем? Кӗскен каласан, мӗн-тӗр çитереймерӗ. Районсенчи чăваш центрӗсенче отчетпа суйлав Конференцийӗсене ниçта та ирттермен. Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче кăна иртнӗ çакнашкалли. Тӗрӗссипе, унта нумайăшӗн вăхăчӗсем иртнӗ. Çакна тимлемелле марччӗ-и вăхăтлăх пуçлăхăн?
Отчета яланхи пекех «Уяв», «Учук» ирттернисем кӗчӗç. Кама леш енчи чăваш центрӗсен хастарӗсене грамотăсем пачӗç. Атăл ку енчисенчен Теччӗ районӗнчи чăваш центрӗн председательне Володар Тимофеева кăна палăртрӗç. Ăнланмалла мар. Çав вăхăтра Пăва райо­нӗнчи чăваш наципе культура центрӗ хăйӗн çулталăкра тунă ӗçӗсемпе пӗрле пухнă виç-тăват ЧНКЦ-ран та ирттерет. Çӗпрелӗнче мӗнле йышши чăваш Акатуйӗ иртет. Вӗсен пуçлăхӗсене палăртма мар, отчетра та асăнмарӗç. Çавăн пекех Евгений Морозов Алексеевски районӗнче «Сувар» хаçат редакцийӗ пулăшнипе ирттернӗ çыравçăсемпе таврапӗлӳçӗсен съездне те асăнмарӗ хăйӗн докладӗнче. Хăй унта президиумра ларчӗ, сăмах каларӗ. Çакăн хыççăн мӗнле пулăшмалла ӗнтӗ сире?..
Морозов ЧНКА Председателӗ пулайманни паллăччӗ. Анчах та кам? Шупашкара ӗçлеме кайнă Яковлев Канаш пуçтарса ăна тата Вера Юнусовăна «пил парса» хăварчӗ-çке. ТР Халăхсен ассамблейи кăларнă 2017 çул календарӗнче те Морозов портретне курма пулать. Анчах уявсем иртсе кайнă хыççăн çак ыйту уйрăмах çивӗч тăра пуçларӗ. ЧНКА Ӗçтăвкомӗн пуçлăхӗнче ӗçлеме явапланă Вера Юнусова та активлăхне чакарчӗ. Унта та кунта çӗнӗ кандидатурăсем палăрма пуçларӗç. Пурте лайăх пек, кама суйламалла? Хут çинче çырман саккун тăрăх вӗсене малтан пуçлăхсене пăхса тухма сӗннӗ-тӗр. Çирӗплетсе калама йывăр, çапах та октябрӗн 30-мӗшӗнче ирттермелли Конференцие ноябрь уйăхне куçарни те сӗннӗ кандидатурăсем влаçа тивӗçтерменнине пӗлтерчӗ ахăр. Нояб­рӗн 11-мӗшӗнче ку ӗç вӗçне тинех пăнчă ларт­рăмăр. ТР Халăхсен ассамблейин пуçлăхӗ хăй хутшăннипе. Виççӗ - виçеллӗ.
Хăйӗн саламлă сăмахӗнче Фарид Мухаметшин Чăваш наципе культура автономийӗ Тутарстанри тăнăçлăх тата обществăри килӗшӳ упранса пытăр тесе пысăк ӗç илсе пынине палăртрӗ.
«Республикăри 170 этнос хушшинче чăвашсем уйрăм вырăн йышăнаççӗ. Шутпа эсир виççӗмӗшсем. Хăвăрăн халăх йăлисене упрассипе, ӗçченлӗхпе, общество пурнăçӗнчи хастарлăхпа палăратăр. Эсир пысăк илемпе хăвăрăн наци уявӗсене паллă тăватăр, «Сувар» хаçат кăларатăр, чӗлхӗрпе культурăра упратăр. Сирӗн шкулăрсем питӗ лайăх ӗçлеççӗ. Çак мӗнпур ӗçсенче эпир чăваш автономийӗн пысăк тивӗçне куратпăр, унăн ӗçне пысăка хурса хаклатпăр», - терӗ Фарид Хайруллович.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов палăртнă тăрăх, толерантлă общество йӗркелес ӗçре Тутарстан хăйӗн кӳршисемшӗн тӗслӗх пулса тăрать. «Пирӗн халăхсен туслăхӗ ӗмӗртен пырать. Эпир тӗрлӗ енпе пӗр-пӗрне пулăшса пыратпăр. Сирӗн тӗслӗхӗрпе эпир нумай пулмасть Чăваш Республикин халăхсен ассамблейине туса хутăмăр. Хальхи вăхăтра ăна валли уйăрнă çурта реконструкцилес ыйтăва татса паратпăр», - терӗ ЧР парламенчӗн спикерӗ Михаил Игнатьев саламне халăха çитернӗ май.
Чăваш Наци Конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов çӗршыври чăвашсен пӗрлӗхне çирӗплетсе пырасси çинчен сăмах каларӗ. Вăл Тутарстанри наципе культура ӗçӗнче палăрнă çамрăксене - А.Носкова, И.Трифоновăна, А.Саиткина - Конгресăн Хисеп хучӗсене парса чысларӗ.
Константин Яковлев вун тăватă çул общество ӗçӗнче пӗрле тăрăшнă çынсене тав турӗ. Вăл ытларах Чăваш Республикинче туса ирттернӗ ӗçӗсем çинчен каларӗ, ЧНКА Канашне кӗрекен чылай çынна Тав çырăвӗсем тата медальсем пачӗ. Яковлев тапхăрӗ вӗçленчӗ.
Çакăн çинчен хăйӗн сăмахӗнче ТР чă­ваш çыравçисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин та каларӗ. Вăл Иванпа Константин Яковлевсем хушшинче танлаштарусем шырарӗ. Çавăн пекех Николай Сорокин писательсен пӗрлешӗвӗ çинчен те мăнаçланса каларӗ. Çулталăкне Союз вунă кӗнекерен сахал мар кăларать. Чи хастар çыракансенчен пӗри - Михаил Константинов.
Конференцире халăх вӗрентӗвӗн ыйтăвӗсене çӗклерӗç. Кунта яланхи пекех педагогсен квалификацине ӳстересси, чăвашла вӗрентӳ кӗнекисем çителӗксӗр пулни тата ытти те. Квалификацине ӳстерекен курссенче чăваш филологӗсен лекцийӗсене тутар филологӗсемпе пӗрлештернӗ пулнă. Кун пирки уйрăм курссем йӗркелеме ыйтрӗç вӗрентекенсем. Элмет районӗнчи Ерӗспелӗнчи шкул директорӗ Владимир Кожуков Клемтелӗнчи шкула хупни çинчен аса илтерчӗ пухăннисене. Çав шкулта кăçал президент программипе юсав та ирттернӗ, анчах Клемтел ачисем халӗ те начар çулсемпе Сиреньелне вӗренме çӳреççӗ.
Иртнӗ Конференцире тухса калаçакансем «Сувар» хаçатăн тиражӗ чакни пирки сăмах хускатнăччӗ. Имӗш редакци, редактор начар ӗçлет. Хальхинче мана сăмах парсан, эпӗ «Сувар» çинчен пӗр сăмах та каламарăм. Районти чăваш хаçачӗсем пысăк йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ. Вӗсене мӗншӗн çырăнмаççӗ? 15 пин чăваш пурăнакан Нурлат районӗнче «Туслăх» хаçатăн тиражӗ паянхи кун 300 (!) экземпляр. «Уяв» ирттернӗ чухне унта пиншер çын пухăнать, пурте «Эпӗ чăваш!» тесе кăкăр шаккаса çӳреççӗ, хаçат çырăнма тесен вара - çук. Кунта та «Сувар» редакцийӗ айăплă-и? Е вырăнти чăвашсем? Аксу районӗнчи «Ял пурнăçӗн» - 500 экземпляр, Пăвари «Ялавăн» та çавна çывăх. Çӗпрел районӗнчи «Тăван енӗн» кăна тиражӗ аванрах.
Хаçатсене çырăнмаççӗ пулсан вӗсене, тытса тăрасси ытла тăкаклă пулнăран, хупасси куçкӗрет. Чăваш центрӗсен ку ыйтăва тимлемелле мар-и-ха? Лару-тăрăва çакна çити илсе çитереççӗ те, хупнă хыççăн тытăнаççӗ вара кăшкăрашма: «Мӗншӗн хупрăр? Наци ыйтăвӗ ку!» - тесе. Айăплама çăмăл, ӗçлесе, пулăшса пăхăр-ха. Хаçат - чӗлхене упрама, хӳтӗлеме пулăшаканни. Хăвăр та чăвашла вуламасан, эсир мӗнле ачăрсене чăваш чӗлхине вӗрентесшӗн?
Республикăра наципе культура ӗçӗ-хӗл­не чӗртсе яраканӗсенчен пӗри, Пав­лăри чăваш центрӗн ертӳçи Виталий Козлов кун пирки хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ. Вăл чăвашла хаçатсене вулама чарăннине Интернет вăй илсе пынипе çыхăнтарчӗ. Çапла пуль, анчах та Интернетра чăвашла çырни питӗ те сахал, мизер. Унти чăвашла уçлăха аталантарас тесе Чăваш Республикин власть органӗсем те, общество пӗрлешӗвӗсем те ытлашши тăрăшса кайнине эпир асăрхамастпăр. «Вырăсла хăвăртрах, çăмăлрах, лайăхрах... Вырăсла та ăнланатпăр вӗт ӗнтӗ», - тенине илтме тивет час-часах чăвашсенченех. Ан манăр: сирӗн çине ачăрсем, мăнукăрсем пăхса ӳсеççӗ.
Çӗкленӗ ыйтусем çине Фарид Мухаметшин хуравларӗ. Вăл учительсен квалификацине Шупашкарта Чăваш Ен специалисчӗсем хутшăннипе ӳстерме сӗннипе килӗшрӗ. Ку ыйтура пулăшма пулчӗ. Ун сăмахӗ çумне хушăнса Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнчи Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçи Сильвия Чаркина ку ыйтăва маларах çӗклени, Вӗрентӳ министерствинче ку ыйтупа ӗçлени çинчен каларӗ. Чăваш Республикин специалисчӗсене Хусана чӗнтерсе илсе курссем ирттересси пирки калаçса татăлнă.
Фарид Мухаметшин сăмахӗсемпе, сахал комплектлă шкулсене хупасси чăваш вӗрентӳ заведенийӗсене кăна пырса тивмест, ку вăл çӗршывӗпех çӗкленекен йывăр проблема.
«Енчен те ялта шкула, почтăна хуп­рӗç-тӗк, паллах, никам та çак ялта юласшăн мар. Ял вилет. Тутарăн-и вăл, чăвашăн-и е мăкшă ялӗ-и, хуть те камăн пултăр. Ял пӗтрӗ-тӗк,чӗлхе те пӗтет», - палăртрӗ Халăхсен ассамблейин ертӳçи. - Эпир ку енӗпе ӗçлӗпӗр, анчах та çакă пӗтӗм Раççее путласа илнӗ йывăрлăх».
Фарид Мухаметшин ЧНКА çумӗнче Ваттисен Канашне туса хурас шухăша та ырларӗ. Ăна Конференцире хăйӗн сăмахӗнче Аксу районӗнчи чăваш центрӗн пӗрремӗш председателӗ Роза Чентаева çӗкленӗччӗ. Вăтам Ази çӗршывӗсенчен килнисен автономийӗсенче çак меслетпе лайăх ӗç илсе пырăнать. Тухăçри халăхсем аслисене итлеме хăнăхнă. Пирӗн те ваттисен пиллӗхне манас марччӗ. «Ват çын - тăват çын» тесе чăваш ахальтен каламан.
Фарид Мухаметшин ЧНКА Председателӗ пулма Хусанти çу комбиначӗн Директорсен канашӗн Председательне, ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Дмитрий Самаренкина суйлама сӗнчӗ. Унччен çак кандидатурăна ытти делегатсем те сӗнчӗç. Çав шутра Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков та. Вăл Дмитрий Анатольевича лайăх пӗлни çинчен, унăн вăй-хăвачӗ тата пултарулăхӗ чăваш халăхӗн культура ӗçне аталантарассинче усă кӳрессине пӗлтерчӗ. ЧНКА Председательне уйрăм суйламалли çинчен те асăрхаттарса каларӗ Александр Валерьевич.
Делегатсем унăн сăмахӗпе килӗшрӗç. Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсем çапларах пулчӗç: Самаренкиншăн 116 сасă, хирӗç - 0. Председатель çумӗсене каярах, Канаш пухăвӗсенче палăртма калаçса татăлчӗç. Ку ӗçе тума Конференци Дмитрий Самаренкина хăйне ирӗк пачӗ.
ЧНКА ӗçне вăйлатас тӗлӗшпе тата çак йышран Ваттисен Канашне пухмаллине шута илсе, автономи Канашне суйлама 53 çынна тăратрӗç. Вӗсене Конференци списокпа сасăласа çирӗплетрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев