Раççей чăваш пики – 2016
- Конкурса эпӗ çӗнтерес тӗллевпех хутшăнтăм. Эпӗ ялан хам ума çакăн пек задача лартатăп. Çавăнпа та çӗнтерӳ кăмăлăма тивӗçтерчӗ, тӗллеве пурнăçлани хуть хăçан та савăнтарать. Кун хыççăн хама ытларах шанма пуçларăм, малалла ӳсес ăнтăлу вăйланчӗ. Чăвашсемшӗн ӗçлес килет, хамăрăн Тутарстанри халăхсен Ассамблейи çумӗнчи çамрăксен «Аталан» йӗркеленӗвӗн ӗçне вăйлатас, интереслӗ мероприятисем...
- Конкурса эпӗ çӗнтерес тӗллевпех хутшăнтăм. Эпӗ ялан хам ума çакăн пек задача лартатăп. Çавăнпа та çӗнтерӳ кăмăлăма тивӗçтерчӗ, тӗллеве пурнăçлани хуть хăçан та савăнтарать.
Кун хыççăн хама ытларах шанма пуçларăм, малалла ӳсес ăнтăлу вăйланчӗ. Чăвашсемшӗн ӗçлес килет, хамăрăн Тутарстанри халăхсен Ассамблейи çумӗнчи çамрăксен «Аталан» йӗркеленӗвӗн ӗçне вăйлатас, интереслӗ мероприятисем ытларах ирттерес килет.
Тутарстанра çулсерен иртекен «Студент года» конкурса хутшăнасси пирки те шутлатăп, анчах кăçал мар. Унта хутшăнас тесен çитӗнӳсем нумай пулмалла, хам шутланă тăрăх, хальлӗхе ман вӗсем сахалрах-ха. Унта еплерех вăйлă атьсем хутшăннине лайăх пӗлетӗп, вӗсемпе танлашаймастăп-ха. Çавăнпа ку вӗренӳ çулӗнче пултарнă таран ытларах ӗç тума тăрăшăп. Конкурса хутшăнас пулсан та çӗнтерес тӗллевпе кăна хутшăнма шутлатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев