Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Рункă çамрăкӗ Мускавра иртнӗ фермерсен съездӗнче сăмах каланă

Пăва районӗн çамрăк фермерне, Рункă каччине Алексей Кубайкина çак кунсенче Мускавра иртнӗ Раççей фермер хуçалăхӗсен ассоциацийӗпе ял хуçалăх кооперативӗсен XXVIII съездӗнче чысланă. Алексей «Сӗт сăвакан чи лайăх çемье ферми» Раççей конкурсӗн «100 пуç выльăхлă чи лайăх çемье ферми» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăннă. Сăмах май, ку конкурса Раççейри 12 регионтан фермерсем...

Пăва районӗн çамрăк фермерне, Рункă каччине Алексей Кубайкина çак кунсенче Мускавра иртнӗ Раççей фермер хуçалăхӗсен ассоциацийӗпе ял хуçалăх кооперативӗсен XXVIII съездӗнче чысланă. Алексей «Сӗт сăвакан чи лайăх çемье ферми» Раççей конкурсӗн «100 пуç выльăхлă чи лайăх çемье ферми» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăннă. Сăмах май, ку конкурса Раççейри 12 регионтан фермерсем хутшăннă.

Алексей Кубайкин чăнах та пултаруллă фермер, çулӗсемпе çамрăк пулсан та ӗçе ăста йӗркелесе пырать. Мускаври съездра та акă, вăл хăйӗн хуçалăхӗн çитӗнӗвӗсем, ӗçӗ çинчен каласа панă. РФ ял хуçалăх министрӗ Александр Ткачев Алексейӗн ӗçӗсене палăртса Раççей ял хуçалăх комплексӗн малашлăхӗ ун пек çамрăксен аллинче пулнине пӗлтернӗ.
Алексей Кубайкинпа пӗрле çак съезда Пăва районӗнче çуралса ӳснӗ тепӗр фермер та хутшăннă, вăл Ленар Латыпов, пӳркелсем. Ленар нумай çул хушши Çӳльту районӗнчи Дубьяз ялӗнче мăйракаллă шултăра выльăх ферми тытать. Унăн ӗç меслечӗсене те районта тата республикăра тӗслӗхе тăратаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев