Мартăн 8-мӗшӗпе саламлатпăр!
Хисеплӗ аннесем, аппасемпе йăмăксем, асаннесемпе кукамайсем, кинсемпе инкесем, пăянамсемпе тăхлачăсем, арăмсемпе хӗрпикесем, пирӗн çумри хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем! Пирӗн аслă халăха тăванлăх туйăмӗ вăйлă пӗрлештерсе тăрать. Вăл пуррипе эпир несӗлсенчен юлнă хăвата çухатмастпăр. Çемье çирӗплӗхӗнчен йăх тӗреклӗхӗ килет. Чăвашсем ӗлӗкренех çӗнӗ мăшăра пиллесе каланă: «Килте арçын патша вырăнӗнче, хӗрарăм Турă...
Хисеплӗ аннесем, аппасемпе йăмăксем, асаннесемпе кукамайсем, кинсемпе инкесем, пăянамсемпе тăхлачăсем, арăмсемпе хӗрпикесем, пирӗн çумри хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем!
Пирӗн аслă халăха тăванлăх туйăмӗ вăйлă пӗрлештерсе тăрать. Вăл пуррипе эпир несӗлсенчен юлнă хăвата çухатмастпăр. Çемье çирӗплӗхӗнчен йăх тӗреклӗхӗ килет. Чăвашсем ӗлӗкренех çӗнӗ мăшăра пиллесе каланă: «Килте арçын патша вырăнӗнче, хӗрарăм Турă вырăнӗнче пултăр» тесе. Хӗрарăмсем - нацин пурнăçне малалла тăстаракансем, мӗншӗн тесен ачасем çемьере чăваш чӗлхипе калаçса ӳсесси - ытларах чухне шăпах сиртен килет. Тӗпрен илсен, халăхăн пулсалăхӗ те... Чăваш хӗрарăмӗн черченлхӗпе çепӗçлӗхӗ, сăпайлăхӗпе сапăрлăхӗ, ӗçченлӗхӗпе хастарлăхӗ, ăсталăхӗпе пултарулăхӗ тата ытарайми илемӗ пире, арçынсене, паянхи кун та тӗлӗнтерме пăрахмасть. Эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр!
Ирӗк парсамăр сире пурне те «Сувар» хаçат редакцийӗнчи арçынсен ятӗнчен Пӗтӗмтӗнчери Хӗрарăмсен Кунӗпе чун-чӗререн саламламашкăн. Пурсăра та çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, вăрăм кун-çул сунатăп. Телейпе Ăнăçу, Юратупа Ăнлану яланах сирӗн çумăрта çӳреччӗр!
Çак юрă пиртен парне пултăр
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев