Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Сезон 1:1 шутпа уçăлчӗ

(К.Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пӗрремӗш вăййине «Сувар» футбол команди апрелӗн 21-мӗшӗнче «Динамо» стадионра «Олимп» командăпа вылярӗ. Пӗрремӗш гола «Суваршăн» вылякан Владимир Осипов кӗртрӗ. 1:0 шута пирӗн команда нумайччен тытса пычӗ. «Олимп» мӗнле вылянине эпир пӗлетпӗр. Пӗлтӗр те, выляса яма тытăнсан, унăн выляканӗсем ним çукран сăнарлăн ахлатса ӳксе штрафной ыйтса выртатчӗç. Кăçал...

(К.Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пӗрремӗш вăййине «Сувар» футбол команди апрелӗн 21-мӗшӗнче «Динамо» стадионра «Олимп» командăпа вылярӗ. Пӗрремӗш гола «Суваршăн» вылякан Владимир Осипов кӗртрӗ. 1:0 шута пирӗн команда нумайччен тытса пычӗ. «Олимп» мӗнле вылянине эпир пӗлетпӗр. Пӗлтӗр те, выляса яма тытăнсан, унăн выляканӗсем ним çукран сăнарлăн ахлатса ӳксе штрафной ыйтса выртатчӗç. Кăçал та çак йăлана пăрахман иккен. «Сарă» карточка парсан та юратчӗ пулӗ хăшӗсене симуляцишӗн.

Судья ӗçне те сивлеме çукчӗ пек, «Олимпсем» юри хăтланнине сисрӗ пулмалла вăл, анчах та 2-мӗш тайм вӗçӗнче хăйӗн репутацине, шел пулин те, пăсрӗ. Вăйă вăхăчӗ вӗçленме 10 минут юлсан пирӗн хапхана пенальти таптарма сăлтав çукчӗ, мӗншӗн тесен штрафной тулашӗнче ӳкрӗ «Олимп» нападающийӗ. Анчах та орбитр инçеччӗ вăл вырăнтан. Пенальтире мечӗк хăш енне вӗçессине те сисрӗ пирӗн вратарь, анчах та туртăнса çитеймерӗ. Питӗ шел. Çитес вăйăсенче курăпăр «Сувар» вăййисене.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев