Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

«Шăпчăксем» юрланă чух

Чистай хулинчи «Шăпчăк» ансамбль йӗркеленнӗренпе 20 çул иртсе кайрӗ. Çак хушăра юрăпа ташă ушкăнӗ пултарулăх енчен палăрмаллах ӳснӗ, репертуарне пуянлатнă. Ансамбле паян Чистай районӗнче кăна мар, республикипех пӗлеççӗ, кӳршӗллӗ регионсенче те илтмен мар. Хăй вăхăтӗнче,1996 çулхи сентябрьте, хулари чăвашсене ансамбль йӗркелесе яма Чистай районӗнчи культура уйрăмӗн пуçлăхӗ, ТР культура тава...

Чистай хулинчи «Шăпчăк» ансамбль йӗркеленнӗренпе 20 çул иртсе кайрӗ. Çак хушăра юрăпа ташă ушкăнӗ пултарулăх енчен палăрмаллах ӳснӗ, репертуарне пуянлатнă. Ансамбле паян Чистай районӗнче кăна мар, республикипех пӗлеççӗ, кӳршӗллӗ регионсенче те илтмен мар. Хăй вăхăтӗнче,1996 çулхи сентябрьте, хулари чăвашсене ансамбль йӗркелесе яма Чистай районӗнчи культура уйрăмӗн пуçлăхӗ, ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Рафик Ахметов сӗнӳ панă. Унăн пуçарăвӗпе «Шăпчăк» йӗркеленсе кайнă. Ансамбле малтанласа Лариса Долгова ертсе пынă, каярахпа çак тивӗçе 10 çула яхăн Нина Федотова пурнăçланă. Ушкăнăн паянхи ертӳçи вара Вячеслав Митрофанов ансамбль йӗркеленсе кайнă пӗрремӗш кунсенченех музыка ертӳçи пулса ӗçленӗ. Калас пулать, Вячеслав Алексеевич унсăр пуçне тата крешӗнсен «Сембель» ушкăнне ертсе пырать. Тутарстан Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ тăрăшнипе фольклор ушкăнӗ нумай çитӗнӳ тунă. Республика шайӗнчи фестивальсенче пӗрре мар çӗнтерӳçӗ ятне илнӗ. Сăмахран, «Чăваш шăпчăкӗ» конкурсра 1999 çулта 1-мӗш степеньлӗ, 2000 çулта 3-мӗш степеньлӗ лауреат пулнă. Тав çырăвӗсемпе Хисеп хучӗсен шучӗ çук. 2011 çулта «Шăпчăка» хисеплӗ халăх ансамблӗ ят панă.

Иртнӗ вырсарникун, декабрӗн 4-мӗшӗнче, Чистайри Сехет завочӗн «Восток» Культурăпа кану центрӗнче «Шăпчăк» хăй 20 çул тултарнине паллă турӗ. Юбилейлă концерта курма ансамблӗн йышлă тусӗсем пуçтарăнчӗç. «Шăпчăксене» саламлама «Чис­тай хули» муниципаллă йӗркеленӗвӗн пуçлăх çумӗ Михаил Ксенофонтов килнӗччӗ, вăлах ансамбле район пуçлăхӗн Дмитрий Иванов ятӗнчен Тав çырăвӗпе чысларӗ. «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев та ташă-юрă ушкăнне юбилейпе асăнмалăх парне тата Тав çырăвӗ парса саламларӗ, çакăн пекех тимлӗхе Чистай районӗнчи Анат Кăтратари тепӗр ушкăн - «Илем» ансамбль те тивӗçрӗ, нумай пулмасть кăна-ха вӗсем те хăйсем 30 çул тултарнине уявласа ирттерсе янă. Чистай районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Петр Плотников, ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Рафик Ахметов, Чистайри Вăрçăпа ӗç ветеранӗсен канашӗн председателӗн çумӗ Лидия Слепова, вăрçăпа ӗç ветеранӗсен хорӗн профбюровӗн председателӗ Валентина Галлямова та нумай ырă сăмахсем каларӗç ансамбле.
«Шăпчăк» ансамбль Чистай чăвашӗсен мăнаçӗ тесен те йăнăш мар. Вӗсемсӗр пирӗн пӗр мероприяти те, пӗр уяв та иртмест. Сире малашне те ăнăçлă ӗçлесе пыма ырлăх-сыв­лăх, творчествăра çитӗнӳсем сунатăп», - терӗ Петр Плотников ансамбле уявпа саламласа.
«Шăпчăксем» концерта тӗп­лӗн хатӗрленнӗ. Вăл пӗр кăлтăксăр тирпейлӗ те илемлӗ иртрӗ. Куракансем вӗсен кашни юррине хапăл туса кӗтсе илчӗç. Пӗччен, иккӗн, виççӗн те юрларӗç. Римма Губаева, Анна Савельева, Валентина Акташева, Людмила Молоствова, Надежда Токарева, Клавдия Степанова, «Нарспи» дуэта итлеме кăмăллă пулчӗ. Уйрăм тав сăмахӗ Лидия Молоствовăна калас килет. Шел, кунхинче вăл юбилей уявне туллин хутшăнаймарӗ, çапах та чунӗ чăтман Лидия Павловнан, нумай пулмасть кăна больницăран тухнăскер концерта пурпӗрех килнӗ. Упăшкипе Виталий Моисеевичпа иккӗшне сцена ветеранӗсем теме пулать. Сăмах май, Лидия Павловна юрă та çырать, кӗвве те хăйех хывать. Ансамбль çав юрăсене уйрăмах юратса юрлать. Юбилей концертӗнче те, акă, пӗр юррăн премьери пулчӗ. Ăна «шăпчăксем» ушкăнпах юрларӗç.
Ансамбль ертӳçи Вячеслав Алексеевич сăмахӗсемпе, ушкăнра паян 12 çын. Вӗсем пурте чăваш юрри-ташшине чунтан юратакансем, çулсерен хăйсен пултарулăхне туптасах пыраççӗ. «Шăпчăксем» тӗрлӗ професси çыннисем, вӗсен хушшинче вӗрентекенсем те, поварсем те, çӗвӗçсем те тата ытти çӗрте ӗçлекенсем пур. Вӗсене пурне те сцена, чăваш культурине аталантарас туртăм пӗрлештерсе тăрать. «Шăпчăксен» репертуарӗнче чăваш халăхӗн авалхи юррисем пурри уйрăмах хаклă. Эстрада юррисенчен вӗсем шухăш тарăнлăхӗпе, чуна пырса тивекен кӗвӗпе уйрăлса тăраççӗ. Халăх юррисем вӗсем çӗртен тухнă евӗр, чăн, шанатăн вӗсене. Манăçа тухнă юрăсене çӗнӗрен чӗртсе тăратни мухтава тивӗç.
Концерта хутшăннă София Губайдуллина ячӗллӗ ача-пăча шкулӗн хореографи уйрăмӗн ташă ушкăнне те палăртса хăварас килет. Куракансене вӗсем чехсен тата вырăссен хаваслă ташшисемпе савăнтарчӗç. Ушкăна ТР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Старикова ертсе пырать. Вӗсем чăваш ансамбльне сума суса килни чистайсем туслă пурăннине тепӗр хут çирӗп­летрӗ.
- Пирӗн культурăпа ка­ну çуртӗнче тӗрлӗ халăх уш­кă­нӗсем пӗр çемьери пек килӗштерсе ӗçлеççӗ. Пӗр-пӗрне хӗсӗрлени, хисеплеменни çук пирӗн. «Шăпчăксене», вӗсене ертсе пыракан Вячеслав Митрофанова вара уйрăммăн палăртса хăварас килет. Вӗсем хуть те мӗнле уява та илем кӳреççӗ», - терӗ юбилярсене саламласа «Восток» Культурăпа кану центрӗн директорӗ Ольга Салахова. Ансамбльти чылай артиста вăл Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
«Илем» ушкăн та ӗçтешӗсен юбилейӗнчен юлма пултарайман, паллах. Иван Ильин ертсе пыракан ансамбль хăй ятне тивӗç, вӗсем концерта чăннипех те хăйсен юррисемпе илем кӳчӗç, шӳтлесе култарса та илчӗç. Куракансем вӗсене ăшшăн йышăнни палăрчӗ.
Ырă та лăпкă атмосферăра иртрӗ юбилей. Халăх ансамб­лӗн артисчӗсем çак кун хăйсем кирлӗ ӗç тунине, çынсене кирлине тепӗр хут курса ӗненчӗç. Мӗн тесен те, артист халăх юратăвӗсӗр пурăнаймасть, вăл ăна сывлăш пек кирлӗ. Ун чухне кăна вăл кăмăлтан юрлама, хăй пултарулăхне парнелеме пултарать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев