Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Шупашкара тӗрӗксем килеççӗ

РФ Культура министерствин, Раççей халăхӗсен культурин центрӗн, Шупашкар хула администрацийӗн тӗп мероприятийӗсен планӗпе тата ЧР Культура национальноçсен, архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе августăн 19-21-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раççей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раççейри тӗрӗк халăхӗсен фестивалӗ иртет. Шупашкарта фестиваль мероприятийӗсем харăсах темиçе площадкăра иртеççӗ. Çапах та тӗп площадка Хӗрлӗ тӳрем пулать. Кунта фестивале театрализациленӗ...

РФ Культура министерствин, Раççей халăхӗсен культурин центрӗн, Шупашкар хула администрацийӗн тӗп мероприятийӗсен планӗпе тата ЧР Культура национальноçсен, архив ӗçӗсен министерстви тӗрев панипе августăн 19-21-мӗшӗсенче Шупашкарта «Раççей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раççейри тӗрӗк халăхӗсен фестивалӗ иртет.

Шупашкарта фестиваль мероприятийӗсем харăсах темиçе площадкăра иртеççӗ. Çапах та тӗп площадка Хӗрлӗ тӳрем пулать. Кунта фестивале театрализациленӗ представленипе уçӗç, Раççей регионӗсенчен килнӗ ансамбльсен концерчӗ пулать. Унта Тутарстан, Пушкăртстан, Кабардин-Балкар, Мордва республикисен, Алтай крайӗн, Астрахань, Оренбург, Пенза, Самар, Челябинск облаçӗсен, Омск хулин пултарулăх ушкăнӗсем килеççӗ. Фестиваль хăнисемпе кураканӗсем çав кунсенче çӗршыври тӗрӗк халăхӗсен: карачаево-балкарецсен, ногайсен, кумыксен, пушкăртсен, тутарсен, алтаецсен тата, паллах, чăвашсен культурипе паллашӗç.

Фестиваль тӗрӗк этносӗсене кăна пухмасть, хăнасен хушшинче бесермян халăхӗсен йăлисене тытса пыракан «Авезь крезь» фольклор (Удмурт Республики), Липецк хулинчи «Раздолье» халăх ташшисен ансамблӗсем пулаççӗ.

Фестиваль мероприятийӗсене «Раççейри пӗтӗмӗшле культура уçлăхӗнче тӗрӗк халăхӗсен йăлари культури» çавра сӗтел вӗçлет. Унта наука, патшалăх влаçӗн, наципе культура пӗрлӗхӗсен представителӗсем Раççей, Чăваш Ен культура ӗçченӗсем, Раççейри журналсен представителӗсем хутшăнаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев