Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Джогиносене ташлаттарнă

Чăваш наци конгресӗ йӗркеленӗ «Мурманскран Байкал таран» çулçӳревӗн чи кăсăклă саманчӗ Иркутск тăрăхӗнчи тайгара вырнаçнă Джогино ятлă чăваш ялне çитсе килни пулчӗ, тесе пӗлтерет ЧНК пресс-службин ертӳçи Зоя Яковлева ЧНК сайтӗнче. Ун сăмахӗсем тăрăх, Джогино ялӗ пӗчӗкех те мар-мӗн, çуртсем пурте йывăçран. Юнашар Бирюса юханшыв юхса выртать. Йӗри -тавра чăтлăх,...

Чăваш наци конгресӗ йӗркеленӗ «Мурманскран Байкал таран» çулçӳревӗн чи кăсăклă саманчӗ Иркутск тăрăхӗнчи тайгара вырнаçнă Джогино ятлă чăваш ялне çитсе килни пулчӗ, тесе пӗлтерет ЧНК пресс-службин ертӳçи Зоя Яковлева ЧНК сайтӗнче. Ун сăмахӗсем тăрăх, Джогино ялӗ пӗчӗкех те мар-мӗн, çуртсем пурте йывăçран. Юнашар Бирюса юханшыв юхса выртать. Йӗри -тавра чăтлăх, тайга... Шупашкартан килнӗ Чăваш наци конгресӗн хастарӗсене, юрăçсене тайгари Джогино ялӗнче пурăнакан чăвашсем темрен хаклă çынсене кӗтнӗ пек кӗтсе илнӗ: пулăсем тытса хунă, ытти апат-çимӗçне те туллиех хатӗрлесе тултарнă, кăмакана вӗри яшка лартнă, мунча хутма та ӳркенмен.

- Джогинора газ çук, вутăпа хутса ăшăтаççӗ, телефон операторӗсенчен мегафон кăна аран-аран тыткалать. Кунти чăвашсем çемьесенче тăван чӗлхепе калаçаççӗ. Халăх нумайрах çутçанталăх пуянлăхӗпе пурăнать: сунара çӳресе упа, пăши, соболь тата ытти чӗрчунсене тытать. Бирюса юханшывӗнче осетр, уланкă, налим, хариус тата ытти хаклă йышши пулăсем туллиех. Кун çинчен мана шкулта хурал тăракан Сергей Петрович Ялтратов каласа пачӗ. Унăн аслашшӗпе асламăшӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 11-мӗш çулӗсенче, Столыпин реформи вăхăтӗнчех килсе кунта пурăнма пуçланă пулсан та, Сергей Петрович чăвашла тап-таса калаçать. Шкула кайиччен вырăсла та пӗлмен вăл.

Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Иванович Михайлов вара ку ялтах çуралнă иккен, чăвашла-вырăсла хутăштарса калаçать. Ашшӗпе амăшӗ иртнӗ ӗмӗрхи 50-мӗш çулсенче Комсомольски районӗнчен куçса килнӗ.

Ялта 175 кил, 555 çын пурăнать. Вӗсенчен ытларах чăвашсем, малтан тата та ытларах пулнă-мӗн, чăвашсем 80-мӗш çулсенче те куçса килнӗ-ха. Кунти вăтам шкулта вара хальхи вăхăтра 100 ача вӗренет.

Галина Ильинична Нимкова та Джогинора кун çути курнă пулсан та, чăн чăвашла калаçать. Вăтăр çул ача садӗнче вăй хунă. Ялтан вун икӗ çухрăмра тӗрмесем, урăхла каласан колонисем, вырнаçнă иккен, халăх нумайрах унта ӗçлет, - пӗлтерет Зоя Яковлева.

Джогино клубӗ кăçал çу уйăхӗн 21-мӗшӗнче тӗппипех çунса кайнă пирки шупашкарсен концерчӗ вырăнти шкулта иртнӗ. Ял халăхӗ, ватти-вӗтти, лăк туллиех пуçтарăннă-мӗн. Сăмах май, чăвашсенчен халиччен ку ялта пӗр артист та ура ярса пусман пулнă-ха.

- Шкулти акт залӗнче уявран та уяв туса патăмăр эпир,- малалла пӗлтерет ЧНК пресс-службин ертӳçи . - Пирӗн хастар юрăçсем: Елена Османова, Вячеслав Александров, Роза Степанова, Алина Варна, концерта ертсе пыракан Ирина Лампасовӑпа Алексей Иванов, "Телей" фольклор ушкăнӗ тата ыттисем те кунти йăхташсем чăваш юрри-ташшишӗн тунсăхланине туйса тата та хăпартланса хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Эпир те ыттисем, аякри çулçӳреве тухнисем Джогино халăхне чăвашлăх туйăмӗпе савăнтарас кăмăлпа, ыйхăсăр çул çинчен килнине манса, пӗрле ташлаттартăмăр, юрлаттартăмăр. Ватти-вӗтти чăваш çемипе сикрӗ кăна...

Ялта чăвашлăха аталантаракан темиçе йăхташа Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов алă пуснă Хисеп хучӗсемпе чысларăмăр, парнесем патăмăр. Çапла вăхăт иртни те сисӗнмерӗ.

Тайгари чăваш ялӗнчен малалла çулçӳреве тухас умӗн Бирюса юханшывӗн илемӗпе, ял урамӗсемпе утса, таса сывлăш сывласа килентӗмӗр. Тулли кăмăлпа, аякри йăхташсен чăвашлăхшăн тунсăхланă туйăмӗсене лăплантарса çула тухрăмăр.

Пурин чунӗнче те канлӗ пулса кайрӗ. Тайгари Джогино ялӗ, унти чӑвашсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ. Чӑн та, вӗсемшӗнех инçе çула тухнă пулсан та, ӳкӗнес çукчӗ пулӗ...

Мӗнех калăн, маттур шупашкарсем, инçе çула пăхмасăр пин-пин çухрăм аякра пурăнакан йăхташсем патне те çитсе килнӗ. Чăваш тайгара та чăвашлах калаçни савăнтарать. Джогиносен пурнăçӗпе кăштах та пулин паллашма май пулнăшăн ЧНК пресс-службине тав тăватпăр. Сăнӳкерчӗк «Одноклассникири» ЧНК ушкăнӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев