Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тавтапуç «Хусан чăвашӗсене!»

Çак пултаруллă ансамбль 15 çул сцена çинче, анчах пирӗн хулара, Тольяттире, пӗрре те пулманччӗ-ха. Ансамбль ертӳçипе Алексей Наумовпа эпӗ тахçанах туслă, паллашни 15 çул ытла пуль. Олег Цыпленков-Чунташ ертсе пыракан чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗ темиçе çул каялла çулçӳревре чух Тольятти çывăхӗнчи Çăлкуç (Ставрополь районӗ) чăваш ялӗнче çӗр каçма чарăннăччӗ. Ушкăнра «Шуçăм»...

Çак пултаруллă ансамбль 15 çул сцена çинче, анчах пирӗн хулара, Тольяттире, пӗрре те пулманччӗ-ха. Ансамбль ертӳçипе Алексей Наумовпа эпӗ тахçанах туслă, паллашни 15 çул ытла пуль. Олег Цыпленков-Чунташ ертсе пыракан чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗ темиçе çул каялла çулçӳревре чух Тольятти çывăхӗнчи Çăлкуç (Ставрополь районӗ) чăваш ялӗнче çӗр каçма чарăннăччӗ. Ушкăнра «Шуçăм» ансамбль (Шупашкарти Зинаида Козлован «Уяв» ансамблӗнчен уйрăлса тухнă) тата темиçе çамрăк юрăç килнӗччӗ. Пăлхар, Пӳлер таврашӗнче вӗсен йышне хутшăннă Хусан юрăçисем те пурччӗ вӗсемпе.
Çак ялта шкул директорӗ пулса ӗçлекен, чăваш чӗлхи вӗрентекен Александр Владимирович Федоров мана та пыма йыхравларӗ. Эпир те пиллӗкӗн пырса çитрӗмӗр каçхи концерта. Паллах, пӗр сцена çине тухаканскерсем эпир пӗр-пӗринпе паллашрăмăр. Гитарăпа питӗ илемлӗ каласа, чуна хумхантарса юрлакан Алексей Наумова çавăн чухнех эпӗ кăна мар, пурте астуса юлчӗç пуль. Унпа пӗрле юрлакан маттур хӗре Елена Корсакована та манаймăн. Питӗнчи икӗ путăкӗ кăна мӗне тăрать - кашни арçын чӗрине яшлантарать.

Тольяттие концертпа пырасси пирки икӗ çул каяллах Алексей шăнкăравланăччӗ, анчах Шупашкар артисчӗсемпе маларах калаçса татăлнăран «Хусан чăвашӗсене» çийӗнчех йышăнма май пулмарӗ. Хальхинче вара çур çул каял­лах çак ушкăна чӗнсе хума шут тытрăмăр. Чăвашсем пурăнакан тӗрлӗ регионти хула-районсенче хăйсен пултарулăхӗпе палăрнă «Хусан чăвашӗсем» тинех пирӗн пата килме тухрӗç. Раштав уйăхӗн 10-мӗшӗнче çанталăкӗ çил-тăманлă пулчӗ, çул вырăн-вырăнӗпе шуçлакчӗ. Апла пулсан та чиперех çитрӗç. Автобус­ран тухнă-тухман вӗсене пирӗн хулан хастар чăвашӗсем ыталаса илчӗç, хăйсем пӗçерсе килнӗ хуплупа сăйларӗç.
Икӗ сехете пынă концерт пӗр самантра иртсе кайнă пек туйăнчӗ. Юрă çине юрă, пӗринчен тепри илемлӗ тата! Соло-гитаристсем Алексей Наумов, чăваш пекех маттур Марсель Шамсутдинов, Дамир Зиганшин епле илемлӗ шăрантараççӗ кӗввине. Сӗрме купăспа калакан Ксения Дубайкинана мӗн чухлӗ мухтасан та мухтаса пӗтерес çук. Питӗ пултаруллă пике. Сӗрме купăсӗ аллинче мӗн ачаран пулнă пек вылянать. Ахальтен мар ӗнтӗ интернет тетелӗнче ăна тӗнчери чи пултаруллă Ванесса Мэй скрипачкăпа танлаштараççӗ. Ксения Дубайкина çакăн пек чыса чăнах та тивӗçлӗ, маттур! Ушкăнри Елена Корсаковăпа Олеся Шерникова юрлани те питӗ кăмăла кайрӗ. Вокалпа инструмент ансамблӗн ертӳçи Алексей Наумов хӗрсене сăнӗпе хитре пулнăран кăна ушкăна илмен иккен, вӗсем чăнах та питӗ пултаруллă, композиторăн юррисене питӗ ăста юрлаççӗ. Профессионаллă çӳллӗ шайри ансамбль. Кашни юрра шăрантарнăçемӗн артистсен ăсталăхӗ, музыка енӗпе аслă пӗлӳ илни сисӗнет.
Анастасия Даниловапа Елена Корсакова кăтартнă камитле сценка куракансене пӗр самант ăçта ларнине те мантарчӗ. Шупашкарти Виктор Петровăн ушкăнӗнчи хӗрарăм-артистсенчен пӗртте кая мар култарчӗç вӗт.
«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Анатольевич Малышев та килсе çитрӗ концерта. Вăл сцена çине тухса хаçатăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пани питӗ вырăнлă пулчӗ. Тольятти чăвашӗсем «Сувар» хаçата вуламашкăн пайтах илсе кайрӗç, хăшӗ-пӗри çавăнтах çырăнчӗ те.
Акă, концерт та вӗçленсе пырать, ансамбльти пӗтӗм артист сцена çинче, программăри юлашки юррине вӗçлерӗç, тав сăмахӗсем каласа ăсатса кăна ямалла, анчах Тольятти чăвашӗсем ура çине тăрсах пӗр чарăнми тăвăллăн алă çупни артистсене сцена çинчен ямарӗ. Концерт тăршшӗпе Алексей Наумовăн нумай-нумай çӗнӗ юррисем янăрарӗç, пурте илемлӗ, хăй евӗрлӗ, анчах «Хурлăхан» юрра тепӗр хут юрлама ыйтрӗ халăх. Алексей Наумовăн темиçе çул каяллах хита çаврăннă çак юрри питӗ килӗшет. Артистсем пӗр тăхтамасăр тулли кăмăлпа тивӗçтерчӗç Тольятти чăвашӗсем ыйтнине, тепӗр юрă та парнелерӗç.
«Хусан чăвашӗсем» ансамбльти артистсене пурне те Тольяттири Чăваш наципе культура автономин ятӗнчен чун-чӗререн тав тăватăп, малашне те пултарулăхра пысăк çитӗнӳсем туса чăвашсене «хăмапа» мар, хальхи пек чӗрӗ юрăпа савăнтарасса шанатпăр. Тепӗр хут ТАВТАПУÇ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев