Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Тепрехинче Хусанта

Тутарстанпа Чăваш Ен историкӗсем хальччен пӗрле пухăнса семинарсем питех ирттерменччӗ-ха. Тинех пăр вырăнтан хускалчӗ темелле. Май уйăхӗн 29-мӗшӗнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗ Тутарстанри Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн ăсчахӗсемпе пӗрле «Гуманитари наукисем тӗлӗшӗпе наука тӗпчевӗсене йӗркелесси: Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн опычӗпе паллашасси» темăпа ăслăлăх семинарне ирттерчӗç. Тутарстанри Ш.Марджани ячӗллӗ Истори...

Тутарстанпа Чăваш Ен историкӗсем хальччен пӗрле пухăнса семинарсем питех ирттерменччӗ-ха. Тинех пăр вырăнтан хускалчӗ темелле. Май уйăхӗн 29-мӗшӗнче Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗ Тутарстанри Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн ăсчахӗсемпе пӗрле «Гуманитари наукисем тӗлӗшӗпе наука тӗпчевӗсене йӗркелесси: Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн опычӗпе паллашасси» темăпа ăслăлăх семинарне ирттерчӗç. Тутарстанри Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн директорӗ, истори ăслăлăхӗсен докторӗ, академик Р.Хакимов ертсе пыракан 7 çынран (ăсчахсенчен) тăракан сумлă делегаци хутшăнчӗ унта. Çав шутра Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи А.Семенов та пулчӗ.

Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн историне тӗпчес ӗç юлашки çулсенче вăйланни, уйрăмах Тутарстан историкӗсем ун çине нумай тимлӗх уйăрса тутар халăхӗн çӗнӗ историне çырма тытăнни уççăнах сисӗнет. Калăпăр, Пăлхар Раççейри ислам сăпки пулнине ӗнентерни. Çапах та манар мар, Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ чăваш историйӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ, эпир те Пăлхар халăхӗ-çке. Унти чулпалăксем çине пирӗн чӗлхепе çырнине тутар ăсчахӗсенченех пӗрре мар илтнӗ. Анчах кун çинчен асăнакан паян çукпа пӗрех. Паллах, ку чи малтан чăвашсене пире хамăра, чăваш ăсчахӗсене хумхантармалла. Мӗншӗн тесен çак ыйтуран паянхи пек аякра, шăп тăрсан эпир Атăлçи Пăлхар патшалăхӗнчи несӗлсен йӗрне çухатма та пултаратпăр.
Истори вăл математика мар, пӗр формулăпа çырăнмасть. Çавна кура пӗр япаланах тӗрлӗ халăх историкӗсем тӗрлӗрен пăхнинчен тӗлӗнмелле мар пуль. Çапах та кун пек ыйтура кашнин шухăшне шута илни вырăнлă пулнине манмалла мар.
Пӗр шутласан, тутарстансем ку енӗпе пӗрле ӗçлеме хирӗç мар. Шупашкарта та акă хăйсен опычӗпе паллаштарнă май чылай ыйтăва хускатни «Тутарстан халăхӗсен историйӗпе культура эткерлӗхне тӗпченӗ чухнехи актуаллă проблемăсем», «Тутарстанăн çӗнӗ историйӗ: тӗпчевсен тӗп юхăмӗсемпе перспективисем», «Тӗрӗк тӗнчин тӗпчевӗн этносоциологи аспекчӗсем» тата ытти темăсемпе тунă докладсенчен курăнчӗ. Ш.Марджани ячӗллӗ Истори институчӗн директорӗ Р.Хакимов «Тутарсен историйӗ» çичӗ томлă кӗнекене те презентацилерӗ. Çӗнӗ кӗнекен пуххине Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтне парнелерӗ.
Семинар чăнах та тухăçлă иртрӗ. Тутарстан историкӗсен опычӗпе паллашма çав кун Чăваш Енри аслă шкулсен представителӗсем те килнӗччӗ.
Чăваш патшалăх гуманитари наукисен тӗп сотрудникӗ, Чăваш Ен Пуçлăхӗн канашçи, искусствоведени докторӗ М.Г.Кондратьев çакăн пек семинарсем кирлине, вӗсем историксен пӗр япаланах урăхла курнипе пулакан тавлашуллă ыйтăвӗсене уçăмлатма пулăшнине па­лăртрӗ. Тутарстансем те унпа килӗшрӗç. Малашне икӗ регион историкӗсем пӗрле çыхăнса ӗçлеме, тепӗр тӗлпулăва, тӗрӗсрех каласан темăсене анлăрах çутатакан наука конференцине, Хусанта ирттерме калаçса татăлчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев