Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Туриста илӗртмелли вырăнсем чăвашсен пур

(Тимӗр Акташ. Шупашкар).Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн (ЧПГНИ) сотрудникӗсем августăн 18-мӗшӗнче Патăрьел тата Елчӗк районӗсенчи (Чăваш Ен) паллă вырăнсенче пулса курчӗç. Институт йӗркеленнӗренпе 87 çул çитнине çакăн пек паллă турӗç вӗсем. Экскурсие ЧПГНИ администрацийӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ тата Шупашкарти «Пегас» тулли мар яваплăхлă общество йӗркелерӗç. Институт представителӗсемпе...

(Тимӗр Акташ. Шупашкар).Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн (ЧПГНИ) сотрудникӗсем августăн 18-мӗшӗнче Патăрьел тата Елчӗк районӗсенчи (Чăваш Ен) паллă вырăнсенче пулса курчӗç. Институт йӗркеленнӗренпе 87 çул çитнине çакăн пек паллă турӗç вӗсем. Экскурсие ЧПГНИ администрацийӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ тата Шупашкарти «Пегас» тулли мар яваплăхлă общество йӗркелерӗç.

Институт представителӗсемпе пӗрле çулçӳреве Тухтăрсен ăсталăхне ӳстерекен институтăн ректорӗ Л.Герасимова, философи наукисен докторӗ, ЧППУ профессорӗ, ЧР Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Обществăлла канашăн председателӗ Г.Петрова, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ пулнă Г.Киргизов хутшăнчӗç.

Елчӗк районӗнче чи малтан Аслă Таяпа ялӗнче 12-13 ӗмӗрсенчи Анат Сувар хулашӗнче пулса курчӗç. Хулаш ванчăкӗсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Хӳтӗлев варӗнче сыхланмалли башньăна реконструкциленӗ, юнашар асăнмалăх стеллăсем лартнă кунта.

Тепӗр интереслӗ факта та асăнмалла. Кунти ял çынни хăйӗн картишӗнче çӗр чавнă вăхăтра авалхи кирпӗч стена пайне тупнине пӗлтерчӗ. Вырăна ăслăлăх институчӗн директор çумӗ Геннадий Николаев пăхрӗ. Кун çинчен археологи уйрăмне пӗлтерме шантарчӗ. Чăн та, хальлӗхе археологсем урăх вырăнта ӗçлеççӗ-ха. Пушансан ку стенана та тӗплӗн тӗрӗслӗç.

Хӗрлӗ çыр ялӗнче тепӗр истори палăкӗ пур иккен. Ку вăл 17-18-ӗмӗрсенчи масар. 1930-1940 çулсемччен унта тăватă чулпалăк та пулнă-ха. Пӗрин çине арапла çырнине калаççӗ. Шел те, çак чулпалăксем сыхланса юлман. 2011 çулта вырăнти таврапӗлӳçӗ Владимир Алмантай хăйпе пӗр шухăшлă çынсемпе пӗрле çак чулпалăксене хăй вырăнне вырнаçтарнă.

Патăрьел районӗнче те курмалли сахал мар, вӗсенчен пӗри - 10-13 ӗмӗрти сăвар-пăлхар вăхăтӗнчи Тикеш хулашӗ. Гуманитари наукисен институчӗн этнологипе социаллă тӗпчевсен уйрăмӗн ертӳçи, истори наукисен докторӗ, К.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн директорӗ Виталий Иванов Тикешри археологи палăкӗсен пӗлтерӗшӗ пирки каласа пачӗ. Тикешри тата Аслă Таяпари комплекссене тирпейлесе Чăваш Енӗн паллă вырăнӗсен шутне кӗртсе туристсене илӗртекен вырăн тумалли çине пусăм турӗ. Ку ӗçре пирӗн Тутарстанран нумай вӗренмеллине каларӗ. Тӗслӗхе Спас тата Алексеевски районӗсен территорийӗнчи Пăлхар тата Пӳлер историпе архитектура музей-заповедникӗсене кăна илет. Çак ӗçе кӳршӗсем сахал мар укçа хывнă вӗт. Халӗ çак музей-заповедниксем Тутарстанпа мӗнпур Атăлçи тăрăхӗн паллă вырăнӗсене çаврăнчӗç. Унта Раççейрен, ют çӗршывсенчен туристсем пинӗ-пинӗпе килеççӗ. Пăлхар музей-заповедника виçӗ çул каялла ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне те кӗртрӗç.

Тутарстанăн экс-президенчӗ Минтимер Шаймиев Пăлхар тата Свияжск хула-утрава музей-заповедниксене хывакан инвестицисемпе тӗрӗс усă курас тӗллевпе «Возрождение» фонд йӗркелерӗç. Тутар кӳршӗмӗрсем çак проекта йӗркелесе пурнăçа ăнăçлă кӗртме пултарчӗç вӗт-ха, мӗншӗн-ха Чăваш Ен Правительстви нимӗн те тумасть?» - терӗ Виталий Иванов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев