Тутарстан пикисем çӗршывра мала тухассишӗн кӗрешӗç
«Раççей пики - 2017» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ Мускав облаçӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнче пулать тесе пӗлтерет Татар-информ. Хальлӗхе «Раççей пики - 2017» конкурсăн официаллă сайтӗнче сасăлав иртет. Çав суйлавра кунне пӗр хут пӗр хӗршӗн çеç сасă пама юрать. Тутарстан чысне Зульфия Шарафеевăпа Камиля Харисова хӳтӗлеççӗ. Информаци тăрăх суйлав пӗтӗмлетӗвӗнчи чи нумай сасă пухнă...
«Раççей пики - 2017» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ Мускав облаçӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнче пулать тесе пӗлтерет Татар-информ. Хальлӗхе «Раççей пики - 2017» конкурсăн официаллă сайтӗнче сасăлав иртет. Çав суйлавра кунне пӗр хут пӗр хӗршӗн çеç сасă пама юрать. Тутарстан чысне Зульфия Шарафеевăпа Камиля Харисова хӳтӗлеççӗ.
Информаци тăрăх суйлав пӗтӗмлетӗвӗнчи чи нумай сасă пухнă вунă хӗре «Раççей пики - 2017» финалне кӗртеççӗ. Церемонийӗ вара сайтра апрелӗн 15-мӗшӗнче 21:00 сехетрен пуçласа 23:00 сехетчен тӳрӗ трансляцинче курма май пулать.
Жюрире кам пулни те ӗнтӗ паллă. Вӗсем çак çынсем: гимнастка Ляйсан Утяшева, продюсер Иосиф Пригожин, «Раççей пики - 2001» Оксана Федорова тата ресторатор Аркадий Новиков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев