Укçашăн ача илнӗ
Çичӗ ачана усрава илнӗ мăшăр Калининград хулинчен Мускава куçса килнӗ те кăшт вăхăт иртсенех ачисене Мускавăн опека органӗсене панă. Сăлтавӗ - вырăнти влаçран тӗп хула пособие илейменни. Хальлӗхе ку лару-тăрăва РФ Президенчӗ çумӗнчи ача прависен уполномоченнăйӗ Анна Кузнецова тӗпчет, - тесе пӗлтерет Раççей информаци агенстви Мускавăн социаллă хӳтлӗх департаменчӗн пуçлăхӗн...
Çичӗ ачана усрава илнӗ мăшăр Калининград хулинчен Мускава куçса килнӗ те кăшт вăхăт иртсенех ачисене Мускавăн опека органӗсене панă. Сăлтавӗ - вырăнти влаçран тӗп хула пособие илейменни. Хальлӗхе ку лару-тăрăва РФ Президенчӗ çумӗнчи ача прависен уполномоченнăйӗ Анна Кузнецова тӗпчет, - тесе пӗлтерет Раççей информаци агенстви Мускавăн социаллă хӳтлӗх департаменчӗн пуçлăхӗн Владимир Петросянăн сăмахӗсем çине таянса.
РФ Правительстви çумӗнчи Социаллă сферăри попечительство ыйтăвӗпе ӗçлекен канаш пайташӗн Вадим Меньшовăн сăмахӗсем тăрăх, ку çемье усрава илнӗ кашни ачашăн регион шайӗнче пăхăннă 18-шар пин тенкӗ укçа илсе тăнă. Анчах та ку вӗсемшӗн сахал пулнӗ ахăр, Мускавра усрав çемье статусне илсен парăнакан (кашни ачашăн 85-шер пине тенкӗ яхăн) пособи пирки ӗмӗтленнӗ. Мускав влаçӗ вӗсене çак статуса пама килӗшмен. Хальхи вăхăтра хула влаçӗ ачасене Калининграда каялла тавăрас ыйтупа ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев