Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Яковлев тапхăрӗ вӗçленчӗ

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗçне Тутарстан тата Чăваш Ен праламенчӗсен пуçлăхӗсем Фарид Мухаметшинпа Валерий Филимонов хутшăнчӗç. Делегатсем умӗнче хăйӗн сăмахне каланă чухне Фарид Мухаметшин чăвашсен автономийӗ Татарстанра тăнăçлăхпа килӗшӳ пултăр тесе тăрăшнине палăртрӗ. «Тутарстанра 170 ытла халăх çынни пурăнать,...

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Хусанти Туслăх çуртӗнче Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗçне Тутарстан тата Чăваш Ен праламенчӗсен пуçлăхӗсем Фарид Мухаметшинпа Валерий Филимонов хутшăнчӗç.

Делегатсем умӗнче хăйӗн сăмахне каланă чухне Фарид Мухаметшин чăвашсен автономийӗ Татарстанра тăнăçлăхпа килӗшӳ пултăр тесе тăрăшнине палăртрӗ.
«Тутарстанра 170 ытла халăх çынни пурăнать, - тесе каларӗ вăл. - Çак тӗрлӗ нацисем хушшинче чăвашсем уйрăм вырăн йышăнаççӗ. Вӗсем Тутарстанра шутпа виççӗмӗшсем. Хăвăр халăхăрăн йăлисене тытса пынипе, ӗçченлӗхпе, общество пурнăçӗнчи активлăхпа палăратăр эсир. Наци уявӗсене хăвăрла илемлӗн ирттеретӗр, хăвăрăн хаçатра «Сувара» тӗрев паратăр, чӗлхӗрпе культурăра упратăр, сирӗн наци шкулăрсем питӗ лайăх. Çак ӗçре сирӗн автономийӗрӗн тивӗçӗ питӗ пысăк. Эпир унăн ӗçне пысăка хурса хаклатпăр.»
Конференцире ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ В.Филимоновпа пӗрле ЧНК Президенчӗ Н.Угаслов, культура министрӗ К.Яковлев хутшăнни икӗ республика хушшинче тахçанхи туслăх пулнине тепӗр хут çирӗплетрӗ.

ЧНКА председателӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пынă Е.Морозов отчет пекки тунă хыççăн делегатсем ăна сӳтсе явма пуçларӗç. Элмет районӗн представителӗ Владимир Кожуков каланă тăрăх, ертӳçӗ доклачӗ ун пек пулмалла мар. Малашнехи Конференцисенче кун пек çитменлӗхсене тӳрлетесчӗ. Конференцире сăмах калакансенчен нумайăшӗ вăйсене пӗрлештерсе, хăвата ӳстерсе ӗçлеме чӗнсе каларӗ.

Çавăнпа та ЧНКА Канашӗн йышне 53 çынна кӗртрӗç. Унта районсенчи чăваш центрӗсен 21 председательне тата республикăри паллă чăваш ертӳçисене суйларӗç.

Автономи председательне суйлас умӗн Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ А. Шадриков сăмах илчӗ. Вăл пурне те пӗр саслăн пулса ЧНКА ертӳçине ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Дмитрий Самаренкина суйлама ыйтрӗ. Делегатсем ун сăмахӗпе килӗшрӗç. Конференцие хутшăннă 116 делегатран пурте сассисене Дмитрий Самаренкиншăн пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев