Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ёлка, ёлка – чăваш ёлки!

Çӗнӗ çул умӗн Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш Ёлкине ирттересси темиçе çул каяллах йăлана кӗчӗ. Çак куна ачасем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, сăвăсем вӗренеççӗ. Чăннипех те мероприяти халăха пӗрлештерекен уяв пулса тăчӗ. Çитӗнекен ăру çакăнта чăвашла юрласа-ташласа тăван халăхăмăрăн культурине ăша хывать. Пысăк мегаполиссенче наци чӗлхисене упраса хăварма, вӗрентме еплерех кăткăссине ăнланмалла....

Çӗнӗ çул умӗн Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш Ёлкине ирттересси темиçе çул каяллах йăлана кӗчӗ. Çак куна ачасем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, сăвăсем вӗренеççӗ. Чăннипех те мероприяти халăха пӗрлештерекен уяв пулса тăчӗ. Çитӗнекен ăру çакăнта чăвашла юрласа-ташласа тăван халăхăмăрăн культурине ăша хывать. Пысăк мегаполиссенче наци чӗлхисене упраса хăварма, вӗрентме еплерех кăткăссине ăнланмалла. Çавăнпа Ёлкăн пӗлтерӗшӗ çулсерен ӳссе пынинчен тӗлӗнмелли çук. Кăçалхи мероприятие пурӗ 110 чăваш ачи пуçтарăнчӗ. Ку хутӗнче Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин, Ӗçтăвком ертӳçи Владимир Иванов, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ Валерий Казаков, ЧНКА ӗçтăвком пайташӗсем тăрăшнипе ачасемшӗн парне спектакль пулчӗ. Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ чăваш патшалăх çамрăксен театрӗ лартнă «Золотой цыпленок» юмаха ачасем кăна мар, ашшӗ-амăшӗсем те савăнсах пăхрӗç.
Спектакль хыççăн кӗтнӗ самант çитрӗ. Кăçалхи условипе чăвашла сăвă калакансем кăна пылак парнене тивӗçеççӗ. Маларах шутланă пек ку никама та хăратман, пачах та урăхла - хавхалантарнă кăна. Хӗл Мучие (кăçал та А.Пришельцев пулчӗ) сăвă калас текенсен черечӗ çав тери пысăкчӗ. Вăтаннине, хумханнине те çӗнтерсе чăваш сăввисене каларӗçех. Çакăншăн килмен-и вара вӗсем? Ёлка тавра юрласа çаврăнни, Хӗл Мучипе Юр Пикене сăвă калани - çаксем ӗнтӗ Çӗнӗ çулăн асамлă атмосферине йӗркелеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев