Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

1-мӗш класра вӗренекенсене мӑн асаттесемпе асаннесем усӑ курнӑ япаласем çинчен пӗлме питӗ кăсăклă пулчӗ

Нумаях пулмасть Раççейри Халӑхсен культура еткерлӗхӗн çулталӑкӗн шайӗнче «Арчари вӑрттӑнлӑхсем» музей урокӗ ирттертӗмӗр. Çӗнӗ Упири тӗп шкулта 1-мӗш класра вӗренекенсене мӑн асаттесемпе асаннесем усӑ курнӑ япаласем çинчен пӗлме питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ. 

Ачасем ӗлӗк-авал усă курнă япаласемпе – çӑпатапа, тӑм савӑт-сапапа, чӳлмекпе – паллашрӗç, кашни япалана тытса пӑхрӗç. Çӑпата тума çӑка йывӑççинчен, хурӑн хуппинчен пушӑт хатӗрленӗ. Паян никам та çӑпата  тӑхӑнмасть, музейсенче экспонат вырӑнӗнче упранать вăл. 

Тата ӗлӗкрех пир-авӑр станокӗпе кавирсем тӗртсе кил-çурта илем кӳнӗ. Паян та Н.Куракина ăстаçă Упи вӑтам шкулӗнче асаннесенчен ламран-лама куçнӑ ал ӑсталӑхӗн йӑлисене чӗртсе ачасене халӑх пултарулӑхӗн ӗçӗсене вӗрентет. 

Ачасене малашне те кил-çуртра упранакан япаласемпе вайӑ урлӑ паллаштарăпăр. Иртнине пӗлмесӗр малашлӑх çук теççӗ-çке.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ. 

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев