Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

13 районта ӑшӑ парассин сезонĕ пуçланчӗ

Муниципаллӑ йӗркеленӳсен влаçӗсем сивве кӗтмесӗрех ӑшӑ пама пуçлама пултараççӗ. Кун пирки ТР строительство, архитектура тата çур-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗ Марат Айзатуллин ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пĕлтернĕ.

Урамра пилӗк кун хушшинче сывлăш температури +8 градусран аяларах пулсан, хутса ӑшӑтмалли тапхăра пуçламалла. Кун пек чухне ӑшша улттӑмӗш кун параççӗ тесе палӑртнă Марат Айзатуллин.

«Хальлӗхе çанталӑк пире савӑнтарать. Сывлӑшăн вӑтам температури ку эрнере пысӑках пулӗ. Çапах та вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем сивӗсем пуçланасса кӗтмесӗрех  ӑшӑтмалли сезона пуçлани çинчен йышӑну тума пултараççӗ тата ӑшӑпа чи малтан больницăсене, ача сачӗсене, ваттисен çурчӗсене тата интернатсене  тивĕçтермелле», ― тенӗ ведомство пуçлӑхӗ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, паянах 13 муниципаллӑ йӗркеленӳ ӑшӑ парасси пирки йышӑну тунӑ. Çапла, хутса ӑшӑтмалли тапхăр Агрыз, Аксу, Апастово, Арск, Павлă, Пӑва, Тури Услон, Çӳлту, Камско-Устьински, Муслюмово, Çĕнĕ Шуçăм, Çарӑмсан, Ютази районӗсенче пуçланнă.

Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 9-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Раисĕ Рустам Минниханов республикӑра хутса ӑшӑтмалли сезона вӑхӑтра тата йӗркеллӗн пуçлама хушнă.

Ӗнер Хусан ӗçтӑвкомӗн ертӳçин çумӗ Искандер Гиниятуллин Хусанта хутса ӑшӑтмалли сезон сентябрӗн виççӗмӗш декадинче пуçланассине пӗлтернӗ. Чи малтанах социаллӑ сферӑри учрежденисене ӑшӑ парӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: отопление