Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

16 пин ытла шкул ачи вăхăта усăллă ирттерчĕ

Хусанти 146 шкул ҫумӗнчи лагерьте ҫулла 16,8 пин ача каннӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗ 21 кунра 742 тенкӗпе танлашнӑ, ятарлă çар операцине хутшӑнакансен ачисем вара лагерьсене тӳлевсӗр ҫӳренӗ тесе пӗлтерет хула Ӗҫтӑвкомӗн вӗрентӳ управленийӗн пресс-служби.

Шкул ҫумӗнчи лагерьсен программи тӑватӑ эрнене тăсăлнӑ. Мероприятисене ачасен хӑрушсӑрлӑхне, Раҫҫейре  педагогпа вĕрентекен ҫулталӑкне, республикӑра Наци культурисемпе йӑлисен ҫулталӑкне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине халалланӑ.

933 шкул ачи ӗҫ бригадисене хутшӑннӑ, вӗсем валли  кану вăхăтĕнче ӗҫ тупса панӑ, ĕçленĕшĕн 14-15 ҫулти ачасем 6308 тенкӗ, 16-17 ҫултисем – 7209 тенкӗ илнӗ. Шкул ачисенчен чылайӑшӗшӗн ҫак тупӑш пурнӑҫра пӗрремӗш ӗҫ укçи пулса тӑнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лагерь