Сувар

16 тултарман ачасене пысӑк суту-илӳ центрӗсене кӗртмеҫҫӗ

Хуралҫӑсем мӗнле кӑна уйӑрӗҫ? Халӗ пурте маскӑпа вӗт

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2020 ҫулхи июнӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 166 номерлӗ «О мерах, направленных на обеспечение санитарно-эпидемиологического благополучия населения на территории Чувашской Республики» указне улшӑнусем кӗртнӗ. Чӑваш Республикинче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвӗ улшӑнса уйрăм распоряжени тухиччен 16 ҫул тултарман ачасен 800 тваткал метртан ытларах суту-илӳ, кану объекчӗсене ашшӗ-амӑшӗсемсӗр е ытти саккунлӑ представительсӗр кӗме юрамасть.

Палӑртса хӑвармалла, ҫак коронавирус инфекцине сарӑлассинчен асӑрханмалли меслете Чӑваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫи Covid-19а хирӗҫ кӗрешекен Оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сӗннӗ, тесе пӗлтерет ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: