Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2-МӖШ ВЫРĂН КИВӖ ТИМУШКЕЛСЕН

Тăван çӗршыв Паттăрӗсен кунӗнче Çырчаллинче ăмăрту иртрӗ

Раштавăн 9-мӗшӗнче, Тăван çӗршыв Паттăрӗсен кунӗнче, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкел шкулӗн команди районти юнармеецсен пухмачне тепӗр наградăпа пуянлатрӗ. Çав кун Çырчаллинче спортăн çарпа прикладной тӗсӗсен енӗпе регионсен хушшинчи ăмăрту иртрӗ. Мероприятие Тăван çӗршыв Паттăрӗсен кунне тата М.Т.Калашников çуралнăранпа 103 çул çитнине халалланăччӗ. 

Ăмăрту программинче АК-74м автомата сӳтсе пуçтарассине, АКМ автоматăн магазинне 7,62 миллиметр калибрлă патронсем лартассине, пневматикăлла винтовкăпа перессине эстафетăна кӗртнӗччӗ. Пурӗ ăмăртăва 25 команда, 125 ача хутшăнчӗ. Вӗсем 4 ӳсӗм категорийӗнче ăмăртрӗç. 

Аксу районӗн юнармеецсен командинче Кивӗ Тимушкел шкулӗнче вӗренекен Александр Чудинов, Денис Аниськин, Кирилл Вдовин тата Дмитрий Бульбов пулчӗç. Вӗсем виççӗмӗш ӳсӗм категорийӗнче ăмăртрӗç. Ку ушкăнра 6 команда тупăшрӗ: Çырчаллинчен – 3, Кукмортан, Аксуран тата Пушкăртстанри Октябрьскинчен – пӗрер. 

Харпăр зачетра Денис Аниськин АК-74м автомата сӳтсе пуçтарса 3-мӗш, Кирилл Вдовин пневматикăлла винтовкăран персе 1-мӗш вырăн йышăнчӗç. Эстафетăра вара Аксу командине çитекен пулмарӗ. Ăмăртăвăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Кивӗ Тимушкел каччисем хисеплӗ 2-мӗш вырăна тивӗçрӗç. Маттурсем! Каччăсен савăнăçне вӗсен тренерӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗнче ОБЖ вӗрентекен Владимир Анатольевич Красильников та  пӗрле пайларӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене пурне те диплом, медаль тата кубок парса чысларӗç, тренерӗсене Тав хучӗсем пачӗç. Кивӗ Тимушкел ачисене малашне те пысăк çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр. 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

А.Бульбов 

сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев