Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2 сехетлӗх кулӑш хусансен кӑмӑлӗсене ҫӗклерӗ

Тӗрӗссипе вӑл майӑн 5-мӗшӗнчех пулмаллаччӗ. Анчах та 10 кун тӑтӑш каннине пула спектакле майӑн 19-мӗшне куҫартӑмӑр. Те, ҫавна пула,  те 30 градусран иртекен шӑрӑха чӑтайманнипе, ҫынсем ытла нумайӑнах марччӗ.

 Ҫапах та К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пултарулӑхне кӑмӑллакансем Туслӑх Ҫуртӗнчи малти ретсене 18 сехетрех йышӑнма пуҫларӗҫ. Телее, залра сулхӑнччӗ. 

Мӗн ҫинчен-ха "Нумай укҫа ҫавӑрать пуҫа" комеди? Пирӗн паянхи пурнӑҫ пӑтӑрмахӗсӗм ҫинчен. Ҫамрӑксем ӗҫ шыраса Мускава тухса кайнине те, мошенниксем ҫынсене улталаса ҫӳренине те, коллекторсем киле килсе шакканине те - пьессӑна ҫыракан A Пӑртта тата В.Иванов режиссер кулӑш витӗр сӑнарланӑ. 

Мӗнпурне сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук, ӑна курмалла. Икӗ сехет хушши Туслӑх Ҫурчӗн залӗнче кулӑш тӑни - комеди ҫынсен кӑмӑлне кайнине ҫирӗплетрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев